Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турри хăй чуп тунă ăна

27 января 2012 г.

Çапла калаç­çĕ вырăссем пултаруллă та маттур çын пирки.

Çырмапуç ял тăрăхĕнче вырнаç­нă Чăрăшкассинче пурăнакан Ирина Семеновна Павловăна тăван кĕтесĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ – юрлама та, ал ĕçĕ тума та, сăвă çырма та питĕ ăста вăл…

Хушпу çине – виçĕ кило çурă укçа…

Чĕрĕк ĕмĕр «Паха тĕрĕ» фабрикăра ĕç­ленĕскерĕн ал ĕçĕпе аппаланса ларасси тахçанах чун киленĕвне куç­нă. 65-рен иртнĕ хĕрарăм пушă вăхăта кĕрĕк арки йăваласа ирттерме хăнăхман – алли хăех йĕппе çип енне туртăнать тейĕн. Уйрăмах хушпу çĕлеме кăмăллать вăл. Ялта та ăсталăхне кура унăн ĕçĕсене «туянас» текен сахал мар. Никама та хирĕç­лемест Ирина Семеновна, кашнин ыйтăвне туллин тивĕç­терме тăрăшать. «Хушпу çĕлес ĕçе эпĕ «Паха тĕрĕре» чухнех иленнĕ, Люба ĕç­тешĕм ку енĕпе питĕ ăстаччĕ. Унран курса вĕреннĕ те…», – каласа парать хушпу ăсти. Чăваш туйне çÿреме кăмăллакан ялти хĕрарăмсем валли çеç мар, вырăнти культура керменĕ çумĕнчи «Токаш» фольклор ушкăнĕ валли те ăсталать вăл кĕмĕл саслă «пуç кăшăлне». Сăмах май, хăй те вырăнти пултарулăх ушкăнне юрлама çÿрет.

Хушпусене Ирина Семеновна пухса пынă 70-мĕш çулсенчи тимĕр укçапа капăрлатать. «Виçĕ кило çурă вак укçа тухса кайрĕ вĕт!» – тет.

Çын алли тума пултарнă чăваш тумĕн илемне курсан «Тăван Ен» хаçат корреспонденчĕ Людмила Лукина (аялти сăн ÿкерчĕкре) чăтса тăраймарĕ, ăна тăхăнса пăхма васкарĕ… Çи-пуç кăна темелле, анчах та унччен малтан таç­та «вăрттăн кĕтесре» пытаннă хĕрарăмăн ачашлăхĕ, çепĕç­лĕхĕпе чун тасалăхĕ, сăпайлăхĕ йăлт куç умне тухса тăчĕ! Çĕнĕ сăнар çамрăк корреспондента хăйне те питĕ килĕшрĕ…

Чăваш тумĕн кăкăр умне çакмалли мерченлĕ эреше те Ирина Семеновна хăй хатĕрлет, унпа «Токаш» ушкăна тивĕç­терсе тăрать. Кĕпе тĕрлесси те уншăн ют мар.

Чун тĕпĕнче çуралнă йĕркесем

Юрă-ташă кăмăллакан хĕрарăм чылай вăхăт вырăнти клуб заведующийĕнче ĕç­ленĕ. «Эпир çамрăк чухне хальхи пек ирĕклĕ пурнăç пулман. Ялти çамрăка, хуланалла тухса тарасран, паспорт парасшăн марччĕ, ĕçе вырнаç­маллаччĕ… Çапла вара эпĕ Хурамакассинчен (унта çуралса ÿснĕ вăл) çак яла çаврăнса çитрĕм, клуба ĕç­леме вырнаç­рăм…» – аса илет Ирина Семеновна.

Турри паманнине турчăкапа туртса илеймĕн– теç­çĕ çав. 1965 çулта Чăрăшкасси каччипе Владимирпа çемье çавăрать вăл, çапла вара вĕренме кĕрес ĕмĕчĕ те пăчланать...

«Мăшăрăмпа 40 çул пурăннă эпир, хура-шурне те курнă, телейлĕ саманчĕ те чылай пулнă, – ăшшăн кулса калаçать ватă. – Ĕмĕтленнĕ пек вĕренсе тухма май килмерĕ пулин те хама телейлĕ тесе шухăшлатăп – Турри мана виçĕ ывăл парнелерĕ!»

Çемьере кашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть теç­çĕ. Ирина Семеновнăн та пурнăçăн тумхахлă çулĕ çинче тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивет, вĕсенчен пĕри – çумри мăшăрĕн кĕвĕçĕвĕ. Çакна пулах ĕнтĕ чунĕ ыйтсан та хастар хĕрарăм чылай чухне халăхпа хутшăнассинчен пăрăнать, харпăр хăй тĕнчинче пурăнать…

Апла пулин те паян кун та мăшăрне усал сăмахпа асăнмасть вăл. «Упăшка çĕре кĕнĕренпе вăхăт самаях иртрĕ. Çывăх çынна çухатнă хыç­çăн чунăм пушанса юлчĕ», – тет. Пĕчченлĕхпе тунсăх витĕмĕпе ĕнтĕ сăвă çырма пуç­лать Ирина Семеновна – чĕре витĕр пăчăртанса тухакан йĕркесем хăйсемех хут çинче шăрçаланса пыраç­çĕ тейĕн…

Маларах Ирина Семеновна сăвăсене хăй валли çырнă, паян унăн пултарулăхне кăмăллакан йышлансах пырать. Хăй çÿрекен «Токаш» фольклор ушкăнĕнче те хапăлласах йышăнаç­çĕ унăн сăввисене, хăшне-пĕрне кĕвĕлесе юрра та хывнă.

65-рен иртнĕ пулин те пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе тепĕр çамрăкран ирттерет çак хĕрарăм. Ăç­тан тухать тулĕк вăй-халĕ? Тепĕр тесен çакă мар-ши пурнăçа юратни, унăн кашни саманчĕпе киленни! Мĕнех, 7 мăнукĕн пултаруллă асламăшĕнчен курса вĕренмелли пурах!

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика