Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисенчен тĕслĕх илмелле

08 февраля 2012 г.

Пирĕн районта сывă пурнăç йĕркине сарас, çынсене массăллă спорта явăçтарас тĕллевпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Акă юлашки çулсенче те çĕнĕ ăмăртусем иртме пуçларĕç.

Иртнĕ шăмат кун вара районта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК-ра 40-рен иртнĕ арçынсем хăйсене волейбол вăййисенче тĕрĕслерĕç. Хутшăнакансене саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев «çакăн пек вăйăсене спортсменсем тупса палăртассишĕн мар, пире пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыни тата спортпа туслă пулни кăна сывлăхлă та ăнăçлă пулма май панине кăтартассишĕн йĕркелетпĕр» тесе питĕ тĕрĕс палăртнă. Çакă кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ пулмалла.

Ăмăртăва хутшăннă пилĕк команда – район администрацийĕн команди, Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн команди (3-мĕш вырăн йышăннă), Ильинка ял тăрăхĕнчи ветерансен команди (2-мĕш вырăн) тата «Ударникăн» икĕ команди (пĕр команди – 1-мĕш вырăнта) – пурте çакна кăтартса пачĕç. Хăвăртлăхпа, çаврăнăçулăхпа ветерансем çамрăксенчен пĕрре те кая мар. Тĕслĕх илмелле вĕсенчен.

Каласа хăвармалла, район администрацийĕн командин йышĕнче республикăн патшалăх тĕп инженер инспекторĕ В. Димитриев та выляма кăмăл тунă.

Хĕрÿ те интереслĕ вăйăсем куракансене киленÿ вăхăчĕ парнеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика