Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ инвестор ĕçе пуçăнчĕ

18 января 2012 г.

Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра, республикăра ял хуçалăх отрасльне аталантарассипе тĕрлĕ енлĕ пулăшусем параççĕ. Ял хуçалăх техникине туянма çăмăллăхлă кредитсем, хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе аталантарса яма та çăмăллăхлă пулăшусем, каялла тавăрса памалла мар субсидисем уйăраççĕ. Раççей Президенчĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине пулăшас енĕпе сĕннĕ мерăсем шанчăк çуратаççĕ çеç мар, ял хуçалăхĕн çак отрасльне аталантарассишĕн яваплă ертÿçисене лару-тăрăва йĕркелеме май параççĕ.

Çавна май Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ял хуçалăх отраслĕпе ĕçлекен ытти яваплă çынсем асăннă отрасльте мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерессине тĕп вырăна хураççĕ. Вăл е ку отрасле аталантараса яма хальхи вăхăтра пĕрре те çăмăл мар. Кунта хулăн кĕсьеллĕ пуçаруллă та çаврăнăçуллă, ăслă-тăнлă, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пултаракан çынсем, тепĕр майлă каласан, инвесторсем кирлĕ. Унччен маларах «Арабоси Агрофирма» тулли мар яваплă обществăна республика тулашĕнчен инвестор туяннăччĕ. Анчах та вăл асăннă обществăна аталану çулĕпе илсе пыраймарĕ, халăх шанăçне тÿрре кăлараймарĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче вара асăннă обществăна «ура çине тăратас» тĕллевпе кÿршĕ районти В.Жуков инвестор илчĕ.

Нумаях пулмасть Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов пулса асăннă хуçалăхри лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕç. Валерий Валерьянович палăртнă тăрăх, вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнипе пĕрлех тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерессипе те ĕçлет. Çавăнпа та В.Жуков кăçал пирĕн районта 3500-4000 гектар çĕр çинче тĕрлĕ йышши культурăсем акса-туса илес ĕмĕтлĕ. Сăмахран, 1200 гектар çинче выльăх-чĕрлĕх апачлĕх культурăсем, вăл шутра кукуруза - 200 гектар, топинамбур 50 гектар акасшăн. Çавăнпа та çĕр пайĕ пур хуçасемпе вăл 7 çуллăха килĕшÿ тăвасшăн. Унсăр пуçне «Россельхозбанкпа» тата Перекет банкĕпе тачă çыхăнура ĕçлес тĕллевлĕ.

Валерий Валерьянович енчен район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин патне те ыйту пулчĕ. Вăл «Арабоси» агрофирма» çумне çирĕплетнĕ çĕрсемпе нумай çуллăха усă курасси пирки те интересленчĕ. Константин Владимирович районта выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме пултаракан хуçалăхсене яланах пулăшма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ.

Хальхи вăхăтра асăннă хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 138 пуç шутланать, вĕсенчен сăвакан ĕнесем - 24. Малашлăхра сăвакан ĕнесен йышне 500-600 пуçа çитерме палăртасшăн. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе Киров тата Пенза облаçĕсенчен илсе килме планлаççĕ. «Тĕп тĕллевсенчен пĕри - вырăнти халăха ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси», - тесе палăртать В.Жуков. Çитес вăхăтра кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме палăртаççĕ. Ĕçлекенсен шучĕ 40-50 çын пулмалла.

Хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă май, ĕне ферминче те пулса курчĕç яваплă çынсем. Кунта мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстермешкĕн пĕтĕм условисем те пур. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев çавăн пекех «Нюша» тулли мар яваплă обществăна та пулчĕ. Асăннă общество 2009 çулта йĕркеленнĕ. Кунта пурĕ 8 çын тăрăшса вăй хурать. Вĕсем 1150 сысна пăхса тăраççĕ. 2011 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн асăннă обществăра 48,7 тонна аш-какай туса илнĕ. Çакă 2010 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 55 процент ытларах. Çавăн пекех иртнĕ çул 1280 пуç сысна çури вырăнти халăха сутнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика