Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав елки тавра

13 января 2012 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе январĕн 8-мĕшĕнче районти Культурăпа кану центрĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Раштав елки иртнĕ. Унта вĕренÿпе обществăлла ĕçре хастар, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă, тăлăх, çителĕксĕр пурнăçпа пурăнакан, ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасене йыхравланă.
Кунта пухăннă ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов Çĕнĕ 2012 çулпа тата Раштав ячĕпе саламланă, пурне те çирĕп сывлăх, телей, вĕренÿре çитĕнÿсем тума суннă. «Çулталăк символĕ» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене грамотăсемпе парнесем парса чысланă. Уяв программинче Хĕл Мучипе Юр пике, паллах Аçтаха, 2012 çул унăн çулталăкĕ-çке, тата юмахсенчи ытти сăнарсем ачасене тĕрлĕ вăйăсемпе савăнтарнă. Нимĕнле елка та симĕс чăрăш тавра алла-аллăн тытăнса çепĕç юрă çеммипе çаврăнмасăр, сăвă каласа ташламасăр иртмест. Ку хутĕнче те капăр тумланнă ачасем чунтанах савăннă. Чи хитре костюмсем ăсталаса тăхăннисене Ача правине хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй В.Енькова призсемпе пылак кучченеçсем панă. Пурте, паллах, район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика