Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишеккасси каччи – Президент полкĕнче

14 декабря 2011 г.

А.КАРПОВА.
Присоединенное изображение
Оригинал изображения

Салтака каяс шухăшлă каччăсенчен чылайăшĕ Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçлама ĕмĕтленет. Мĕншĕн тесен ку питĕ хисеплĕ, сумлă, çав хушăрах яваплă та. Анчах та унта пурне те илмеççĕ.

Кĕрхи призывпа Президент полкне кайма районтан Ишеккассинчи Сергей Миронов тивĕçрĕ. 22 çулхи каччă кăçал Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă, алла хими учителĕн дипломне илнĕ.

Çирĕп сывлăхлă яш шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă, тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене, çамрăк армеецсен "Орленок", "Зарница" вăййисене хутшăннă.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, тус-юлташĕсем, ял-йыш пĕрле пухăнса чăваш йăли-йĕркипе Сергее салтака ăсатрĕç. Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Канашри çар комиссариатĕнчен республикăри 15 каччă Мускава Президент полкне тухса кайнă, вĕсен шутĕнче Сергей Миронов та. Сумлă полкра çар тивĕçне пурнăçлама тивнисене савăнăçлă лару-тăрура ăсатнă çĕре Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Иртнĕ шăмат кун вара, декабрĕн 10-мĕшĕнче, Мускав облаçĕнчи Çĕнĕ Купавна хулинче Сергей Тăван çĕр-шыва парăнса тăнине, ăна хÿтĕлеме хатĕррине палăртса присяга панă. Çак кунсенче С.Миронов Президент полкĕнче службăра тăма тивĕçнĕ 216 салтакпа пĕрле Мускава, Кремле таврăнать, унта вĕсене çар службин теорине вĕрентĕç. Февраль уйăхĕнчен пуçласа вара пирĕн ентеш Кремльте хисеплĕ хуралта тăма пуçлĕ.

Патшалăхăн пĕрремĕш çыннисене тата Кремльти пурлăха упрассипе тимлекен Президент полкне лекнĕшĕн Сергей хăй те, унăн ашшĕпе амăшĕ те – Валерий Владимировичпа Лилия Георгиевна – савăнаççĕ. Паллах, ывăлĕ хĕсметре хуть те ăçта тăрсан та ашшĕ-амăшĕн чĕри пăлханатех. Кунпа пĕрлех вĕсен мăнаçланма та сăлтав пур, мĕншĕн тесен Президент полкĕнче çар тивĕçне пурнăçлани питĕ пысăк чыс, çак чаçе çамрăксене тĕплĕн суйласа илеççĕ. Апла пулсан хитре те сăпайлă, маттур та пултаруллă, хăй чăн-чăн арçын пулнине ĕнентерме пултарнă каччăна салтакран ыррăн-сыввăн та тĕрĕс-тĕкел, чăваш ятне ямасăр çаврăнса çитме сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика