Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кремль елкине кайса курнă

31 декабря 2011 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренекен Регина Алексеева çак кунсенче Мускавра, Раççей Президенчĕн елкинче пулса курнă. Патшалăхăн Кремльти Керменĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри Çĕнĕ çул елкине республикăри 50 ача хутшăннă, çав шутра вĕренÿре тата спортра палăрнисем, нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем.

Регина – çемьери иккĕмĕш ача, унăн тата аппăшĕпе йăмăкĕ пур. Чылай ача ĕмĕтленекен елкăра пулса курма май килнишĕн Регина савăнать. Хĕр ача çĕр-шыв шайĕнчи елкăпа кăмăллă юлнă.

Виçĕ кун хушши ачасем Мускавра хăна çуртĕнче пурăннă, Кремльте вĕсене Раççей Президенчĕн мăшăрĕ Светлана Медведева саламланă. Ачасем "У Лукоморья" спектакль пăхса киленнĕ, унтан капăр елка йĕри-тавра ташласа-юрласа савăннă. Çавăн пекех Регина ытти ачасемпе пĕрле Космонавтика музейĕнче пулса курнă, унта та ăна питĕ килĕшнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика