Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ

31 декабря 2011 г.

Çулталăкăн юлашки эрнинче те "Ĕç ветеранĕ" тата "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçекенсем чылаййăн пулчĕç.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн декабрĕн 26-мĕшĕнчи 440-р " йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районтан "Ĕç ветеранĕ" ята 6-ăн тивĕçрĕç. Вĕсем: Ольга Ивановна Васюкова, Фаина Николаевна Михеева, Юрий Михайлович Назаров, Владимир Михайлович Офишкин, Людмила Александровна Офишкина, Галина Георгиевна Прокопьева.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн декабрĕн 26-мĕшĕнчи 441-р йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята Анастасия Васильевна Кузьмина тивĕçрĕ.

О.Васюкова Ачкасси ялĕнче пурăнать. Ĕç стажĕ унăн 40 çул. 1976 çулта вăл " Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи" паллăна тивĕçнĕ.

Ф.Михеева Ваçкаçырми ялĕнче тĕпленнĕ.Ĕç стажĕ унăн 33 çул. Вăл "2006 çулхи халăх çыравне активлă хутшăннăшăн" паллăна илме тивĕç пулнă.

Çĕн Ирчемесри Ю.Назаровăн ĕç стажĕ 40 çул. Вăл 1979 çулта "Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи" паллăна тивĕçнĕ.

В.Офишкин Мучикасси ялĕнче тĕпленнĕ. Кăçал вăл "Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медале тивĕçрĕ.

1988 çулта Тралькассинчи Л.Офишкинапа Тури Çĕрпÿкассинчи Г.Прокопьева ача амăшĕн 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ медалĕсене тивĕçнĕ.

Нумаях пулмасть Атнар ялĕнчи А.Кузьмина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ" хисеплĕ ята тивĕç пулчĕ. Ĕç стажĕ унăн 36 çул.

Ĕç стажĕ 40 çулпа танлашнă районти тата вунă хĕрарăм «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Вĕсем: Нина Васькова, Ольга Волкова, Зинаида Ермолаева, Светлана Краснова, Нонна Мемедейкина, Галина Мидакова, Мария Микишина, Римма Михатайкина, Надежда Михуткина, Галина Осипова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика