Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Вурнарский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Центр пулăшатех

17 декабря 2011 г.

Елчĕк районĕнче ĕç рынокĕнчи лару-тăру юлашки вăхăтра ырă енне улшăнса пырать. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти йышăн 0,28% танлашнă /пĕлтĕр çак тапхăртах - 0,8%/. Çак кăтарту - республикăра чи лайăххисенчен пĕри. /Чăваш Енре кăçалхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,2% пулнă./ Районти ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ те 2011 çулхи вун пĕр уйăхра чылай чакнă, 0,42 единицăна çитнĕ /пĕлтĕр çак тапхăртах - 1,15/.

Паллах, асăннă кăтартусем лайăхланнинче Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсен тÿпи пысăк. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене тĕплĕн тата тăрăшса пурнăçланăран, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тачă çыхăну йĕркеленĕрен, патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнăран ĕçсĕррисен шучĕ чаксах пырать.

- Экономика кризисĕн пуçламăшĕнче пирĕн районта ĕçсĕрлĕх шайĕ 3,4% танлашнăччĕ. Чăваш Республикин ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тата ведомствăн 2007-2011 çулсенче Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ программисене тĕпе хурса çĕр-çĕр çынна йывăр тапхăрта пулăшма май килчĕ, - кăмăллăн пĕлтерет центр директорĕ Марина Васильева. - Çынсене пĕчĕк бизнес пуçарса ямашкăн субсиди пани, тин çеç вĕренсе тухнă çамрăксене стажировкăна яни, ачине виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсене çĕнĕ профессие вĕрентни - çак мелсем чăнласах та витĕмлĕ пулнине кăтартса пачĕç, çавăнпа вĕсемпе малашне те усă курăпăр. 2012 çултан вара çак çул-йĕре тытса пымашкăн республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрĕç.

Юлашки виçĕ çулта Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан 189 çын центр пулăшнипе предприниматель пулса тăнă, вĕсенчен нумайăшĕ çулталăк иртсен те хăйĕн ĕçне хупман, халĕ те малаллах ăнтăлать. Çынсене пуçарулăхне ÿстерме, вĕсене тĕрлĕ чăрмава хăюллăнах çĕнтерме хăнăхтарас /калăпăр, бизнес-проект хатĕрлеме вĕрентес/ тĕллевпе центр Шупашкартан специалистсене чĕнсе илет, лешсем вара тĕрлĕ семинар, тренинг ирттереççĕ.

Кăçалхи çĕнĕлĕхе - ачине виçĕ çул таранччен пăхма отпуск илнĕ, çывăх вăхăтрах ĕçе таврăнма палăртакан хĕрарăмсене çĕнĕ профессие вĕрентессине - Елчĕксем хапăлласах йышăннă. Нумайăшĕ сутуçăра тăрăшасшăн иккен, вĕсем вĕренсе пĕтерсенех лавккасене ĕçе вырнаçаççĕ. Икĕ ушкăн - 25 çын - ПЭВМ операторĕн специальноçне алла илнĕ. Программист пулас текенсем татах та пуррине шута илсе тепĕр ушкăн уçнă. Асăннă курссене Елчĕкрех йĕркеленĕ, çамрăк амăшĕсем унта ирĕклĕ графикпе çÿренĕ.

Елчĕксен тепĕр уйрăмлăхĕ - вĕсем ведомство программипе килĕшÿллĕн йĕркелекен общество ĕçĕсене хастар хутшăнни. Вăл та ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма, лару-тăрăва тăнăçлăх кÿме май парать. Нумайăшĕ ял хуçалăх ĕçĕсене савăнсах хутшăнать иккен. Хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем те ĕç алли шыраса центра килеççĕ. Кăçал вун пĕр уйăхра общество ĕçĕсене йĕркелес тĕлĕшпе предприяти-организаци ертÿçисемпе 79 килĕшÿ тунă, вĕсене 308 çын хутшăннă. Пĕтĕмпе вара кăçал кăрлач-чÿк уйăхĕсенче центр специалисчĕсенчен пулăшу ыйтма 1159 çын килнĕ, вĕсенчен 994-шне ĕçе вырнаçтарнă.

Çакă паха: кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çынсем центра электрон почти урлă çыру ярса йышăнăва çырăнма, професси юрăхлăхне палăртакан тест ыйтăвĕсене хуравлама, пулăшăвăн ытти мелĕпе усă курма пултараççĕ. Предприяти ертÿçисем ваканси пуррипе çукки пирки Интернет урлă хыпарлама тытăннă та ĕнтĕ. Техника прогресĕ малаллах аталанса пынине Елчĕкри центра информаци киоскĕ вырнаçтарни те аван çирĕплетет. Çынсем ун урлă хăйсемех, специалистсем патне кĕмесĕрех, ăçта мĕнле ĕç вырăнĕ пуррине пăхма пултараççĕ.

- Çĕнĕ çула та лайăх кăтартусемпе кĕтсе илесчĕ, ума лартнă тĕллевсене йăлтах пурнăçласчĕ. Хамăр пата килекенсене малашне те пахалăхлă пулăшу кÿресчĕ, - ĕмĕтне пытармасть Марина Васильева. Шăпах вăхăтлă та витĕмлĕ пулăшушăн тав тăваççĕ те ĕнтĕ центр директорĕпе специалисчĕсене ĕçсĕрлĕх серепинчен тухма пултарнă çынсем.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429220 Чувашская Республика п.Вурнары ул. Советская д. 18. Официальный сайт: http://vurslzn.cap.ru
Телефон: (83537) 2-58-42
Факс: (83537) 2-58-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика