Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Вурнарский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха ĕçпе тивĕçтерÿ: тĕп вырăнта - вĕрентесси

23 ноября 2011 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен сферăри кăçалхи тĕп мероприятисем çинчен пирĕн корреспондент ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçипе Сергей Димитриевпа калаçать:

- Кăçал халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисем валли бюджетран укçа-тенкĕ панин уйрăмлăхĕ - экономикăна кризис хыççăнхи тапхăрта аталантарасси. Çавăнпа та халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем производствăна модернизацилекен тата оборудование çĕнетекен предприятисен /«Трактор завочĕсем» концерн, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар /«Химпром»/ хулисенчи предприятисем, çавăн пекех Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă тăрăхĕсенчи тата ытти районти ял хуçалăх предприятийĕсем/ ĕçченĕсене вĕрентессине йĕркелес тĕлĕшпе çине тăраççĕ. Бюджетран вĕренÿ хакне çеç мар, вĕрентÿ вырăнне çитме, пурăннăшăн каякан тăкака та тÿлеççĕ.

ЧР Президенчĕн Çырăвĕнче производствăна модернизацилес тата инновацие аталантарас ыйту тĕп вырăнта: «Тата та кирли çакă: модернизаци, инноваци енĕпе татах та, татах та ĕçлемелле, сайра, пĕртен пĕр шутланакан тата хăй хаклăхĕ йÿнĕ таварсем туса кăларса вĕсем лайăх сутăнассине тивĕçтермелле. Енчен те çакна тумасан пирĕн тавар туса кăларакансен тĕнчери кризиссенчен яланах шикленме кăна мар, шалти рынокри конкурентсене те пăхăнса тăма тивĕ».

2009-2010 çулсенче маларах вĕрентессине 80 процента çити рабочисен профессийĕсем тăрăх /тĕслĕхрен, анлă профильлĕ станочниксем, слесарьсем, токарьсем, кран машинисчĕсем, электрогазосварщиксем тата ытти те/ йĕркеленĕ пулсан паян ĕç паракансем чылай чухне инженерсемпе техниксен тата специалистсен квалификацине ÿстерме тăрăшаççĕ. Акă 2011 çулта республикăри районсемпе хуласенчи специалистсемпе ертÿçĕсен квалификацине ÿстерни çинчен пĕлтернĕ, йĕркелÿ ĕçĕнче менеджментăн тĕрлĕ программине пурнăçлаççĕ. Пирĕн специалистсен квалификацине ÿстермелли çĕнĕ программăсем - «инновацисен менеджменчĕ», «эффективлă бизнес менеджменчĕ», «инвестици тата инноваци менеджменчĕ» - пур.

Пирĕн ĕçри тĕп çул-йĕр - 3 çула çити ача пăхмалли отпускри хĕрарăмсене квалификацие ÿстерме пулăшасси. Декрет отпускĕ хыççăн ăçта ĕçлеме палăртаççĕ вĕсене çав специальноçпа е должноçпа курсра вĕренме сĕнеççĕ. 1000 хĕрарăм ытла квалификацие ÿстернĕ те ĕнтĕ. Çакнашкал пулăшу çул-йĕрне çитес çулта та тытса пырĕç.

Тата тепĕр çул-йĕр - инвалидсене, инвалид ачасем пăхса ÿстерекен, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшасси. Кăçал халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба республикăра пурăнакан 400 ытла çынна ĕçе вырнаçма пулăшнă. Çулталăк тăршшĕнче 500-е яхăн гражданина çак енĕпе пулăшасшăн.

Кăçал, ун умĕнхи икĕ çулти пекех, ĕçсĕр граждансем харпăр хăй ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ.

Çулталăк тăршшĕнче ĕçсĕр 2100 ытла çынна вĕсем бизнес-плана хÿтĕленĕ хыççăн ĕçпе тивĕçтерекен служба каялла тавăрмалла мар субсиди уйăрать. Вĕсенчен кашниех хăйĕн ĕçне уçма 58,8 пин тенкĕ илĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем çумĕнче йĕркеленĕ комиссисенче чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне предприниматель ĕçĕ-хĕлне йĕркелеме ĕçсĕррисем тăратнă 1750 ытла бизнес-плана пăхса тухнă, вĕсенчен 1640 план валли укçа уйăрнă.

Йышăннă мерăсем регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайне 1,4 процента çити /çулталăк пуçламăшĕнче 2,1 процент пулнă/ чакарма май панă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429220 Чувашская Республика п.Вурнары ул. Советская д. 18. Официальный сайт: http://vurslzn.cap.ru
Телефон: (83537) 2-58-42
Факс: (83537) 2-58-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика