Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер ĕçне пуçăнма - 1,5 миллион тенкĕ

21 декабря 2011 г.

Фермер хуçалăхĕ йĕркелекен çынсене 2012 çулта патшалăх хыснинчен 1,5 миллионшар тенкĕ укçа параççĕ. Çакăн çинчен Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник пĕлтернĕ. Елена Скрынник _ "Фермер ĕçне пуçăнакан" программа кураторĕ. Ăна пурнăçа кĕртме 2 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Хăйсем тĕллĕн ĕç пуçаракансем выльăх-чĕрлĕх тата оборудовани туянма 2 миллион тенке яхăн илĕç. Унсăр пуçне, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме кашнине 250 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Министр пĕчĕк агробизнеса ура çине тăма пулăшас тĕлĕшпе правительство татăклă утăмсем тунине палăртнă. Тĕслĕхрен, çĕре харпăрлăха куçарассипе çыхăннă тăкаксен çуррине патшалăх саплаштарать. Çак тĕллевпе 1,4 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 3 миллион гектар çĕре харпăрлăха илме хатĕр. Раççейре 150 çĕнĕ ферма тума 1,5 миллиард тенкĕ уйăраççĕ, çакă строительствăпа çыхăннă тăкаксен 30 процентне саплаштарма май парĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви "Выльăхсемпе ĕçлессине фермер хуçалăх базинче 2012 -2014 çулсенче аталантарасси" тĕллевлĕ программа хатĕрлет. Унта 20-рен пуçласа 100 ытла ĕне- выльăх, 50-ран тытăнса 300 таран сысна, сурăх тата ытти выльăхсене усрас текенсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерỹçĕсене патшалăх витесем, çуртсем, выльăх-чĕрлĕх продукцине тирпейлекен предприятисем тума, витесене, фермăсене реконструкци тума, модернизацилеме, ăратлă выльăхсем туянма çăмăллатнă кредитсем, субсидисем парать. 2012 çултан республикăра та тата тепĕр тĕллевлĕ программа _ "2012-2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси" _ ĕçлеме пуçăнмалла. Программăра ял хуçалăх техники, оборудованисем, выльăх-чĕрлĕх туяннăшăн илнĕ кредитсене, çавăн пекех лизингпа илнĕ техникăшăн, выльăхшăн тỹленĕ пĕрремĕш взносăн пĕр пайне субсидилеме палăртнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика