Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăха ÿстерме – çĕнĕлле

02 декабря 2011 г.

Кашни пилĕк çулта пĕрре педагогсем хăйсен квалификаци категорине çирĕплетме е ÿстерме аттестаци тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Кăçалтанпа аттестаци çĕнĕ йĕркепе пулса пырать. Районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçине И.А. Ершовăна çĕнĕ йĕркепе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр.

– Ирина Александровна, çĕнĕлĕх мĕнре?

– Чи малтанах аттестаци икĕ енпе пулса пынине каласа хăвармалла. Пĕрремĕшĕ – йышăнакан должноçа тивĕçлине çирĕплетсе парасси (ку çĕнĕ мелпе 2012 çултан пулса пырĕ), иккĕмĕшĕ – квалификаци шайне ÿстересси е ăна çирĕплетесси.

Малтан педагог квалификаци шайне ÿстерме ыйтса палăртнă тапхăрта çеç заявлени çырса пама пултарнă пулсан, халĕ – çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те. Аттестаци ĕçне республикăри Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин ятарлă комиссийĕ туса пырать.

Халĕ иккĕмĕш категори çук. Квалификаци шайĕсем – пĕрремĕш тата аслă категори.

– Педагог квалификаци шайне ÿстерме ыйтса заявлени çырса панă хыççăн унăн тата мĕнле ĕçсем пурнăçламалла?

– Çак заявление аттестаци комиссийĕ пĕр уйăх хушшинче тишкерсе тухать. Хыççăнхи икĕ уйăхра педагогăн уçă занятисем кăтартмалла тата ĕçĕн результачĕсене кăтартакан ятарлă карттă туса хатĕрлемелле.

– Заняти шутне мĕн кĕрет?

– Çакă вăл урок та, класс тулашĕнчи мероприяти те пулма пултарать. Кам мĕн суйлать – е уроксем çеç пулма пултараççĕ, е пĕр урокпа класс тулашĕнчи пĕр мероприяти. Тĕрлĕрен. Вĕсем уçă мелпе иртеççĕ. Çак занятисене тата карттăна аттестаци комиссийĕн эксперчĕсем хаклаççĕ.

– Кăçал миçе педагог заявлени çырса панă?

– Кăçал 130 ытла педагогран заявлени пулнă. 5 педагог – аслă категорие хÿтĕлеме, ыттисем – пĕрремĕш категорие. Аслă категорие çирĕплетме аттестацире 110 балран 88-тан сахал мар пухмалла, пĕрремĕш категорие çирĕплетме – 66-ран сахал мар.

– Кирлĕ чухлĕ балл пухаймасан...

– Ун пек чухне аттестаци комиссийĕ учителе ятарлă курссенче вĕренме сĕнет е урăх должноçри ĕçе сĕнме те пултарать.

Каламалла, уçă занятисенче педагогсем тĕлĕнмелле интереслĕ уроксем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, Йÿçкасси шкулĕнче ирттернĕ акăлчан чĕлхи урокне ют çĕр-шывпа çыхăнса ирттерчĕç. Паллах, ачасене ку питĕ килĕшрĕ, аттестаци комиссине те. Кулленхи ĕçре те хальхи вăхăтри технологисемпе усă курса учительсем хăйсен урокĕсене интереслĕрех тума тăрăшаççĕ.

Н. Николаева.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика