Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министрпа тĕл пулчĕç

23 ноября 2011 г.

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Тукай Мишер вăтам шкулне çитсе курчĕ. Тĕп хуламăртан килнĕ хăна шкулпа паллашнă хыççăн ачасем валли классем çитменнине, ача сачĕ кирли çинче чарăнса тăчĕ.

Каярахпа Владимир Николаевич кăçал шкултан вĕренсе тухакансемпе, вунпĕрмĕшсемпе, тĕл пулчĕ. «Чи кирли — пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илесси, унтан вара ăна чĕререн парăнса ĕçлесси»,— терĕ министр, пĕтĕмĕшле пĕлÿ экзаменĕсене ăнăçлă тытма сунса.

Ун хыççăн В.Иванов педагогсемпе курса калаçрĕ. «Халĕ учительсен вăтам ĕç укçи 13900 тенкĕпе танлашать. 2012 çулта патшалăх тăрăшнипе çак сумма 14500 тенке çитĕ», — терĕ вăл.

Министр чылайччен ыйтусем çине хуравларĕ, Урмаел ял поселенийĕн территорийĕнче ачасем ытларах çуралнине палăртрĕ.

Çавăн пекех министрпа пĕрле район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Н.Максимов, А.Яковлев аслă методист, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.Зайнуллин тĕл пулура калаçрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика