Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни уяр кунпа усă кураççĕ

26 октября 2011 г.

«Алга» ял хуçалăх кооперативĕ кăçал 470 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 25 центнерпа танлашать. Тырпула пуçтарса илнĕ çĕрте Ю.Николаевпа В.Рамский «Полесье-7» комбайнсемпе тăрăшрĕç»,— каласа парать хуçалăх ертÿçи Н.Мифтахутдинов.

Тырра хиртен Г.Сулейманов водитель КамАЗ автомашинăпа турттарса тăнă. Ăна çийĕнчех тасатса тирпейлесе пынă.

28 гектар çĕр улмине иртнĕ кунсенче кăларса пĕтернĕ. И.Насыртдинов тăрăшуллă пулнине палăртас килет. Вăл «иккĕмĕш çăкăра» хăех лартнă, пăхса тăнă, кăларнă та»,— палăртать кооператив председателĕ.

Эпир пынă чухне хуçалăх ĕçченĕсем сахăр кăшманĕ кăларатчĕç. Ăна хуçалăхра 11 гектар çинче çитĕнтернĕ, çанталăк лайăхчĕ те, ĕçлекенсен кăмăлĕ те аванччĕ.

Хуçалăх пахча çимĕçпе те ĕçлет. 3 гектар кишĕр, 2 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтернĕ.

Выльăх кăшманне 4 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. «Çанталăкпа туллин усă курма тăрăшатпăр. Кашни уяр кунах пирĕн ĕçченсем хирте»,— тет Нурислам Гилачевич.

Кăçалхи çул, уйрăмах кĕркунне, ял ĕçченĕсемшĕн çăмăлах килмерĕ. Çапах та вĕсем хастар, пултаруллă пулни, мĕн çитĕнтернине пуçтарса илме çине тăни паха.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика