Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте нимене - çĕр улми уйне!

18 октября 2011 г.



image #2083Муркаш тăрăхĕ - республикăра çĕр улми чи нумай çитĕнтерекен районсенчен пĕри. Кăçал ăна 1285 гектар лартнă.

-Ытларах пайне виçĕ хуçалăх туса илет: «Ударник», «Свобода» тата «ВаСем», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Иванов. - Тахçанах кăларса пĕтермелле те - йĕпе-сапа питĕ чăрмантарать. Кăларса пухмалли çирĕм процента яхăн юлнă. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх - ку эрнере çумăр çумалла мар. Çав вăхăтрах ырă çанталăка та кĕтмелли çук. Халĕ пурте ниме йĕркипе çĕр улми кăларать. Хуçалăхсем, фермерсем пĕр-пĕрне пулăшаççĕ.

Муркаш енче ĕнер пултăмăр. Чи малтан «Ударник» предприятие çитрĕмĕр.

- Юлашки çулсенче техникăна шанатпăр. Кăçал унпа тухăçлă ĕçлеме май килмерĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче тытăнса пăхрăмăр - пысăк муклашкасем комбайна та, çĕр улмине те çĕмĕреççĕ. Тăхтас терĕмĕр пĕр хутчен те пулин çумăр çуса париччен. Тытăнчĕ те - чарăнма пĕлмерĕ. Ыррине кĕтес вăхăт иртсе кайрĕ. Уяртнă вăхăтра пĕтĕм халăха уя кăлартăмăр, - пĕлтерет хуçалăх ертÿçи Платон Давыдов. - «Удача» сорт шултра çитĕнчĕ пулин те тухăçĕ пысăках мар - гектартан 160 центнера яхăн.

«Ударник» - паха сортлă çĕр улми туса илекен хуçалăх. Темиçĕшне сăнаççĕ пулин те, Платон Павлович шухăшĕпе, «Любавăна» çитекенни çук. Лайăх упранать, тухăçĕ те аван. Ăçта вырнаçтарасси пирки пăшăрханмалла мар. Вăрлăх хатĕрлес текенсем - Ростов, Аçтăрхан, ытти облаçрен - уйăх каяллах шăнкăравланă.

Уйра - ял халăхĕ, специалистсем, район администрацийĕн, больница, БТИ, ытти предприяти ĕçченĕсем. Хуçалăхăн икĕ уйрăмĕнче 120 çынна яхăн.

Предприятин «иккĕмĕш çăкăр» сорчĕсене сăнакан лаборатори пур. Унта вăй хуракансем хăйсен лаптăкĕнчи ĕçе вĕçленĕ, халĕ хуçалăха пулăшма тухнă.

- Пире пуçтарнă кашни тоннăшăн 200 тенкĕ укçа тата 7 процент çĕр улми е тырă парса хавхалантараççĕ, - терĕ лаборатори заведующийĕ Марина Романова.

«Свободăра» та çынсем нимелле вăй хураççĕ. Комбайн кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. «Ыран фермерсем икĕ комбайнпа килмелле, - пĕлтерет хуçалăх ертÿçи Владислав Ананьев. - Хăвăртлăх ÿсетех. Халăха укçан тÿлетпĕр. Пуçтарнă кашни тоннăшăн - 550 тенкĕ. Чылайăшĕн кăтартăвĕ кунтан та иртет».

Муркаш районĕ ку эрнере кĕрхи ĕçсене йăлтах вĕç¬лесшĕн.

Валентин Григорьев


 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика