Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕнче – лару

16 сентября 2011 г.

Юн кун Тăвай ял тăрăхĕнче профилактика совечĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта икĕ ыйту пăхса тухнă. Районти полици уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕ А.Федоров, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси секретарĕ И.Александрова, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Ю.Королева тата Е.Алексеева специалист хутшăннă ларăва.

Малтан Юлия Павловна тухса калаçнă. Ял тăрăхĕнчи ăнăçсăр çемьесемпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă вăл. Лайăххисен йышне кĕме мĕн тумалли пирки ăнлантарнă çемьесен пухăннă представителĕсене.

Е.Микеевапа, Т.Зарубинапа, О.Кузьминапа, Т.Даниловапа "Тăвай" тата Н.Кузьминапа (Вăрманхĕрри) калаçнă, йĕркеллĕ пурăнма мĕн чăрмантарнине ыйтса пĕлнĕ. Пухăннисем малашне юсанма сăмах панă.

Иккĕмĕш ыйтупа хăш-пĕр çемьесене ăнăçсăррисен йышĕнчен кăларассине пăхса тухнă. Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Ю.Королева Вырăс салинчи Г.Алексеева тата Тăвайри Т.Данилова çемйисем обществăлла йĕркене пăхăнма пуçланипе вĕсене списокран кăларма сĕннĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика