Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми кăларса пухаççĕ

20 сентября 2011 г.

Çĕр – пирĕн пуянлăх. Халăха, чĕр чунсемпе вĕçен кайăксене тăрантарса усраканĕ. Хресчен çĕрпе мĕн ĕлĕкрен типтерлĕ усă курма тăрăшнă. Колхозсем йĕркеллĕ аталанса пыма пуçласан çĕрпе тата тухăçлăрах усă курас ыйту тухса тăнă. Парлак çĕрсене сухаласа акма, тыр-пул ытларах туса илме тĕллев лартнă. Çав вăхăтра хуçалăхсене патшалăх техника, удобрени, топливо ытларах уйăрса пама тăрăшнă. Ун чухне хаксем хальхи пек хăмпă пек хăпарса пыман, пĕр шайра тăнă. Патшалăх пулăшăвĕ хавшама пуçласан хăш-пĕр хуçалăхсем çĕртен тупăш илейми пулчĕç. Сухаланмасăр, акăнмасăр юлнă лаптăксем тепĕр хут нумайланма пуçларĕç. Çĕр çинче туса илнĕ продукци хăй хакне татайми пулчĕ. Ял хуçалăхĕнче чылай ĕçе техника вăйĕпе пурнăçлаççĕ пулин те, тыр пул, çĕр улми акса-лартса тухăçне туса илесси пĕрех тăкаклă. Çут çанталăк условийĕсем те тепĕр чухне ял ĕçченĕсене йывăрлăха кĕртсе ÿкереççĕ. Кунсерен çăвакан çумăр е шăрăх çанталăк, вăйлă çил-тăвăл чылай сăтăр кÿреççĕ ял хуçалăхне. Çурăм тăрăх тар юхтарса вăй хурсан – ĕç тухăçлăхĕ, ăна кура вара пайти ÿсмелле пек. Пур чухне те эпир ĕмĕтленнĕ пек пулаймасть пулĕ çав. Çăлпуçĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăх арканнă хыççăн 2005 çулта “Родник” тулли мар яваплăхлă общество йĕркеленнĕ, хальхи вăхăтра уй-хир ĕçĕсене А.Петровпа Н.Шашков агроном йĕркелесе пыраççĕ. Александр Павлович Çăлпуçĕнче тахçантанпа тăрăшать. Кĕр тыррисем акса хăварнă. Тырă вырнă чухне улăмне сапаласа пынăран сухаламан лаптăк чылай юлнă. Улăм та никама кирлĕ мар пулса тухрĕ пулас. Иртнĕ çул выльăх апачĕ пулманран çапса тĕшĕленĕ лаптăксене улăмран тасатсах пынă. Хальхи вăхăтра кашни хуçалăхрах ĕçсем пыраççĕ. Уяр çанталăкпа туллин усă курса çĕр улми кăларса-пухса кĕртес ĕçре тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Çанталăкĕ çеç тухăçлă ĕçлеме памасть-ха, час-часах çумăр çукалать. Çăлпуçĕнче çĕр улми кăçал икçĕр гектар çинчен кăларса пухса кĕртмелле. Çĕр улми кăларнă çĕрте В.Алексеев, А.Ларионов, Н.Николаев механизаторсем тăрăшаççĕ. Кăларса пухса пыракан агрегатпа В.Филиппов тракторист тăрăшать. Уйран яла çĕр улми турттарнă çĕрте В.Ялугинпа А.Михайлов водительсем тăрăшаççĕ. “Беларусь” тракторпа Ж.Николаев ĕçлет. Çĕр улмине çамрăксем сортласа сеткăсем çине тултарса пыраççĕ. Сортировка пĕр харăс виçĕ сорт кăларать: шултри, вăрлăхлăх, вĕтти. Çĕр улми кăларнă çĕре хутшăнакансене кашни ĕçленĕ куншăн тăватă çĕр аллăшар тенкĕ тÿлеме палăртнă. Хăш-пĕрисем ку хакпа та кăмăлсăр. Килте ларсан кĕсьене укçа кĕменни пирки те ăнланасчĕ вĕсен. Пире, ĕçлеме манса пыракансене çĕр улми пуçтарма йывăр паллах. Ял хуçалăхĕнче хăçан çăмăл ĕç пулнă( Халь кăштах шутласа пăхар. Икçĕр гектарлă çĕре сухалама, культиваци тума, çĕр улми лартма, удобрени, тĕрлĕ хими имçамĕсем туянса сапма, топливо хакне кăларма, пуçтаракансене, механизаторсене тÿлеме мĕн чухлĕ тăкакланине. Техника ванать, запас пайсен хакне хушар, тата хамăр кунне миçешер сехет ĕçленине. Кăçал пĕр килограмм çĕр улми мĕн хакпа кайнине шутласа пăхар. Мĕн пур тăкака шутласа пăхнă хыççăн тупăш чылай юлать пулсан, сахал тÿлеççĕ тесе тавлашма юрать. Ман шутпа А.Петров кăштах тупăш куртăр тесен, пĕр килограмм çĕр улми 10–15 тенкĕрен кая мар сутăнмалла. Пĕр-пĕрне ăнланса-килĕштерсе ĕçлеме тăрăшмалла пирĕн.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика