Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене лайăхлатса пырасчĕ тесе тăрăшатпăр

20 сентября 2011 г.

Йывăррăн каçрăмăр эпир, “Красная Чувашия” ял хуçалăхĕн ĕне ферминче ĕçлекенсем, иртнĕ хĕле. Пĕлтĕр хатĕрленĕ выльăх апачĕ сахалтарах пулчĕ. Аякран илсе килнĕ утă-улăм апрель уйăхĕнче пĕтрĕ. Çавна пула май уйăхĕн пуçламăшĕнче курăк çиекен пур выльăха та, çав шутра пăрусене те, кĕтĕве кăлартăмăр.

Пĕр тăван Федоровсем, йĕкĕрешсем, Валерипе Владик, вĕсен шăллĕ Ваня пăрусемпе кĕтÿре çÿрерĕç, вĕсене мĕн шкула кайичченех пăхрĕç. Пăрăвĕсем палăрмаллах ÿсрĕç, маттурланчĕç.

Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, выльăх апачĕ сахалрах пулнă пирки ĕнесене тулăх тăрантарма май килмерĕ. Пĕр траншея сенажа хĕссе-пĕссе 4 уйăх çитертĕмĕр, малтанхи çулсенче çавнах 1,5–2 уйăх çитернĕ. Кĕтĕве тухсан та ĕнесем пĕлтĕрхи пек сĕт параймарĕç, вĕсен хăйсен ÿт хушмалла пулчĕ. Укçа енчен темле йывăр пулсан та, ĕнесен йышне пĕлтĕрхи шайрах упраса хăвартăмăр, çамрăк выльăхсене кăна пĕр кассине сутма лекрĕ.

Кăçал выльăх апачĕ чылай хатĕрленĕ. Ку тĕллевпе кооператив председателĕ Владимир Николаевич Алексеев нумай тăрăшрĕ тата машина-трактор паркĕнче ĕçлекен механизаторсем те ырми-канми ĕçлерĕç. Ферма ĕçченĕсем те турттарса панă утă-улăма тирпейлĕ купаласа тăчĕç, çавна тума вăхăт та, вăй та çитерчĕç.

Хальхи вăхăтра фермăра хĕле хатĕрленсе юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Юсав тăвасси вара укçа-тенкĕ тăкакламасăр пулмасть. Ыттисемпе пĕрлех çак ĕçре фермăсене механизацилес енĕпе ĕçлекен Владимир Витальевич Павлов та ывăна пĕлмесĕр тăрăшать, юсав ĕçĕсене тĕплĕн тума тăрăшать. Юсавра пулăшакан Геннадий Петрович Иванов сварщик пултарулăхĕпе кивĕ витене выльăхсем куçарма хатĕрлерĕç. Ĕçсем майĕпен майлашăнсах пыраççĕ, çапах та ĕçлемелли, юсамалли татах нумай.

Хатĕрлесе панă выльăх апачĕпе пĕлсе усă курса ытларах та ытларах продукци туса илес, тупăш нумайрах тăвас ĕмĕтпе пурăнатпăр, умри йывăрлăхсене хыçа хăварса, ÿсĕмлĕ ĕçлесчĕ тесе вăй хуратпăр эпир, ферма ĕçченĕсем.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика