Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта ĕç çукки такăнтарать

02 сентября 2011 г.

Ураскассисем “Алдиаровский” совхозран уйрăлса хăйсем уйрăм “Трудовой путь” хуçалăх йĕркелерĕç. Темиçе çул ăнăçлах ĕçлесе пычĕç, анчах майĕпенех панкрута тухрĕç. Мĕн пур пурлăхне шăпа ярса валеçрĕç, çĕрне пайласа пачĕç. Выльăх-чĕрлĕхне малтанах сутса пĕтерчĕç. Вара техникине салатрĕç. Унччен ферма, машина-трактор паркĕ, складсем пулнă вырăнсенче халĕ хыт хура кашлать. Валеçсе панă çĕр пайĕпе те кашниех усă кураймасть. Ăна ĕçлесе хатĕрлеме машина-трактор кирлĕ вĕт. Вăрлăх, удобрени туянмалла. Пурте хаклă хальхи пурнăçра. Усă курайман лаптăксем çум курăк плантацийĕ пулса тăнă.

Çамрăксем, вăйпиттисем ĕçлеме хуласене кайса килеççĕ-ха. Çулланнă арçынсем, кил хуçалăх тытакан хĕрарăмсем ăçтан пăрахса кайччăр? Атя эпир, ватăсем, пенси илетпĕр. Пенси çулĕ çитменнисен ăçта кайса кĕмелле? Вĕсем ялта сахалтан та 35–40 çын.

Ку статьяна вырăнти влаçа хурласа çырмастăп. Çĕнçырмара фермер пур, атя вăл çĕрпе усă курать: тырă акать, пахча çимĕç лартса тăвать, выльăхсем тытать. Элпуçĕнче, Нÿшкассинче, Ураскассинче фермерсем çук. Ăçтан тупăш кĕтĕр? Килти паçмара пахча çимĕç, кил хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытса йÿнеçтеркелесе пурăнма тивет ял çыннин. Ĕнине те сĕт сутса кăштах çăкăр-тăвар туянмалăх укçа пултăр тесе тытать чылайăшĕ. Вăт çапла асапланать ял çынни. Çавăнпа та çĕр пайĕсемпе эртеллешмесĕр пурăнма йывăр хресчене. Ку шухăша эпĕ халиччен те палăртнă. Техника таврашĕ пур çын тавра пĕтĕçмелле эртелĕн. Пур вĕт-ха республикăра ура çинче тăн-тăн тăракан хуçалăхсем, çав шутра районта та. Нивушлĕ ĕçе юратакан ураскассисем эртел йĕркелесе тытăнса тăраймĕç? Ăслă-тăнлă, ĕçе йĕркелеме пĕлекен пуçаруллă ертÿçĕ кăна кирлĕ. Хальхи пек хăй еккипе çеç пурăнсан, малашне мĕн пулĕ? Эпир çĕр çинче ĕçлеме вуçех манăпăр. Çамрăксем тÿнтер воспитани илсе ÿсеççĕ, вĕсем йывăрлăхсенчен шикленеççĕ, çăмăл çул шыраççĕ. Эпĕ çамрăклах ĕçлесе ÿснĕ, вăрçăчченех “Ĕçри хастарлăхшăн” медале тивĕçнĕ. Фронтран аманса таврăнсан та колхозра бухгалтерта тăрăшнă. Çамрăксемшĕн, пенси çулне çитмен ĕçсĕр çынсемшĕн чун ыратать. Малашлăх пирки шухăшлакан çыннăн ăçта та пулин ĕçлемеллех. Вырăнти влаçăн та тăрăшмалла çынсемшĕн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика