02 сентября 2011 г.
Элпуçĕнчи вăтам шкул директорĕ В.Груздев темиçе çул каялла пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Владимир Геннадьевича асăнса иккĕмĕш çул футбол турнирĕ йĕркелеççĕ пĕр ял çыннисем. Кăçал вăл çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ. В.Груздев тутарнă спорт площадкинче (кивĕ шкулăн) вылярĕç футболистсем, аслăраххисемпе çамрăккисем. 4:3 шутпа вĕçленчĕ вăйă. Кăçал та опытлисем çĕнтерчĕç, Груздев ячĕпе тунă кубока вĕçертмерĕç вĕсем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев та ентешĕсемпе пĕрле вылянă, ыттисене спортпа туслă пулма хавхалантарнă. В.Петров, А.Григорьев, Г.Сергеев спонсорсем пулăшнипе йĕркеленĕ вăййа. Çавăн пекех Владимир Геннадьевичăн пĕчĕк хĕрне, Элинăна пысăк парне илсе панă.
Çынсем асăннă турнирпа паллашма нумайăн пухăннă. Вĕсене аш-какайран хатĕрленĕ блюдăпа "чашлама" сăйланă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"