Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем те ĕçе хăнăхчăр

27 августа 2011 г.

Ачасем те ĕçе хăнăхчăр

Ял хуçалăх производство кооперативĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, уйрăм çынсен килти хушма хуçалăхĕсене çитсе курсан пирĕн тăрăхра ĕçчен те ыранхи куна пăхса пурăнакан çынсем нумай пулни куç умне тухать. Çакăн пек ĕçченсенчен пĕри вăл – Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан Наталья Николаевна Семенова.

– Çĕннине тăтăш вĕренмеллине, ыранхи куна пăхса ĕçлемеллине, малашлăхшăн тăрăшмаллине пирĕнтен пурнăç ыйтать. Çакна эпир хамăр çинче туятпăр. Килти хушма хуçалăха аталантарнă май кулленех ыранха кун пирки шухăшлатпăр, – терĕ «Ударник» хуçалăхăн Вăрманкассинчи ĕне ферминче каçхи сăвăма вĕçленĕ хыççăн çамрăк доярка. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх ферминчи тăрăшулăхпа пĕрлех килти хуçалăхри нихăш ĕçрен те пăрăнмасть Наталья Николаевна. Çапла каларĕ те Н. Семенова калаçăва ачисем çине куçарчĕ. Катя, Лида, Коля кашни ĕçрех ашшĕпе амăшне пулăшма тăрăшаççĕ.

Ачисен пулăшăвĕпе килти нумай ĕç пуçтарăннине палăртать çемье пуçĕ Егор.

– Килти хушма хуçалăхран ачасем ĕç тĕлне тĕллеччĕр. Тар юхтарса вăй хумасăр чашăк çине какай лекмест, – терĕ вăл Коля ывăлĕ сарайĕнчен тухнине сăнаса пăхса.

Пĕрле вăй хунипех Семеновсен килти хушма хуçалăхĕнче ĕни те, вăкăрĕ те, сыснисем те, чăххи-чĕпписем те пур. Хăйсем тăрăшнипе тата ашшĕпе амăшĕ пулăшнипе çемье 16 çул ĕнтĕ хурсем ĕрчетет, кăвакалсем усрать, бройлерсем тытать.

Туслă çемье хушма хуçалăхри çĕрпе те тухăçлă усă курать. Çĕр пурри выльăх апачĕ янтăлама та, пахча çимĕç туса илме те меллĕ пулнине пытармарĕ Наталья.

Ĕçлекен пурнăçран юлманни ку тĕслĕхре те туллин курăнчĕ.

А. БЕЛОВ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы»

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика