Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕн чăтăмлăхне тивĕçлипе хакласчĕ

24 августа 2011 г.

Уй-хирте çитĕннĕ мĕн пур тыр-пула пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн чун хавалĕпе ĕçлеççĕ ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсем. «Искра» колхозра кадрсен ыйтăвĕ нихçан та çивĕч тăман. Хуçалăхра ĕç дисциплинине çирĕп йĕркелесе пыма май килни председательпе специалистсенчен, вĕсем халăхпа пĕр чĕлхе тупнинчен нумай килет.

«Искра» колхозра кăçалхи вырмара пуçарулăхпа тата тăрăшулăхпа палăрнисем чылай. Вĕсенчен пĕри вăл — Сергей Белков комбайнер. Вăлах сезон вăхăчĕсенче водительте те, трактористра та ĕçлет. Ун пирки таврара ырă ят кăна çÿрет. Сергей Николаевич — чăн-чăн çĕр çынни.

1993 çулта С.Белков Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухать. Тепĕр çулталăкран салтак тумĕ тăхăнать. Çарта чăваш ятне ямасăр тивĕçне çÿлти шайра пурнăçлать. Чулхулара, Грознăйра тата ытти хуласенче те командировкăсенче пулма тÿр килнĕ ăна.

«Автомашина-трактор рульне те, комбайн штурвалне те çирĕп алăра тытать вăл»,— тет ун пирки Александр Зайцев председатель. Сергей Николаевичăн мăшăрĕ, Надежда Владимировна, колхозрах тăрăшать. Вăл кунта — тĕп экономист.

Белковсен икĕ ача. Мария пуçламăш классенче вĕренекен кăна пулсан та, амăшне кил-çуртра пулăшать. Иккĕри Кирилл вара, ашшĕпе пĕрле ларса ярăнма юратать.

«Çĕр çинче ĕçлеме кăмăллакансем нихçан та пĕтмеççĕ, вĕсен чăтăмлăхне тивĕçлипе кăна хакламалла»,— тет Сергей Николаевич.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика