Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн яла пырса кĕрсен

12 августа 2011 г.

05.08.2011 г."Çамрăксен хаçачĕ"-Вăрмар районĕнче.Иртнĕ эрнере эпир Вăрмар районĕнчи Энтрияль ял тăрахенче пулса куртăмăр.Кунта - хăйне евĕр илемлĕ тавралăх. 5 ялта 1135  çын пурăнать. Чылай çĕрте яшсемпе хĕрсем хулара тĕпленме кăмăллаççĕ,анчах кунта лару-тăру япăхах мар.Ял тăрахĕнче 680 çамрăк кун кунлать.Энтриялĕнче пуçламăш шкул çеç, унта 16 шăпăрлан ăс пухать. Ача садне кулленех çул такăрлатакансем вара 17-ĕн.Ял тăрăхĕнче тĕслĕхлĕ çемье чылай.Анчах йăнăш çулпа утнă, йĕркесĕр ашшĕ-амăшĕ те пур.Кунашкал 5 çемье шутра тăраççĕ.

Ют çемьере хÿтлĕх тупнă.Çын çĕр телей,савăнăç курма килет.Ашшĕ-амăшĕн ăшă  çуначĕ айĕнче çитĕннисем чăннипех те телейлĕ.Анчах кашни шăпăрланăн пурнăçĕ пĕр пек йĕркеленмест,кун çути курсанах хурлăх авăрне кĕрсе ÿкекенсем те пур.Ашшĕ-амăшĕн явапсăр утăмне пула хăшĕ-пĕрин хур тÿсме тивет.Телейлисем ырă çынсен çемйине лексе унта çитĕнеççĕ,шанчăка çухатнисем хаяр пурнăçа кураймасăр йăнăш çулпа утаççĕ.

Хулара хĕсĕк туйăннăран ялта тĕпленнĕ.

Вăрмар районĕнчи Энтрияльне кĕрсен тÿптÿрĕ çулпа утрăм.Ял хĕрринчи икĕ хутлă çĕнĕ çуртра платниксем шакканине илтрĕм.Кунта Еруковсем пурăнаççĕĕсем иккĕмĕш çул ĕнтĕ çĕнĕ çурта хута ярассишĕн тăрмашаççĕ.Ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ Игорь Яковлев пĕлтернĕ тăрăх-кил хуçи арăмĕ тĕлĕнмелле хĕрарăм.Унăн пултарулăхĕпе хастарлăхĕ пирки каласа паракан пуçлăха итленĕ  май çак çемьепе çывăхрах паллашас кăмăл çуралчĕ .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика