Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕри пысăк ял çамрăкланмасть

30 июля 2011 г.

Мăн Ямаш – Элĕк Енĕн чи аякри ялĕ. Хăй вăхăтĕнче виçĕ районпа та чикĕленнĕ. 1965 çултанпа вара Элĕк районне кĕрет. Малтанах Ямаш тенĕ пулсан, чылайранпа ĕнтĕ Мăн Ямаш вăл.Ваттисем каласа хăварнă тăрăх çак ял ĕлĕк-авал паянхи ял варрипе çурçĕрелле тăсăлакан тарăн çырма хĕррипе йĕркеленнĕ. Анчах пĕр çулхине улăм витнĕ йывăç çуртсем пушарта тĕппипех çунса кайнă. Çавăн хыççăн ял çырма тăрăх тăвалла вырнаçнă.

Хальхи Мăн Ямаша Шкул, Çĕнĕ, Çамрăксен урамĕсем виç кĕтеслĕх евĕр пĕрлештерсе тăраççĕ. Тĕп урамĕ, Школьнăй текенни, икĕ çухрăм таранах. Теприсем пĕрер çухрăм тăсăлаççĕ. Асфальтлă тĕп урам яланах чи шавли шутланнă. Анчах та хальхинче çакăнта шăплăх хуçаланни хытах тĕлĕнтерчĕ. Ял варринчи лавкка тĕлне çитиччен утса та куç тĕлне пĕр çын та тĕл пулмарĕ. Пуçра тÿрех шухăш явăнчĕ: ватăлать-мĕн Мăн Ямаш. Лавкка ертÿçи Елена Савельева, суту-илÿ тытăмĕнче пĕр улшăнмасăр вăтăр икĕ çул ĕçленĕскер, манăн шухăшăма çирĕплетрĕ.

– Ачасем урокран тухаймарĕç пулĕ-ха. Вĕсемсĕр пуçне кунта питех утакан та çук. Лавккана килсе çÿрекенсем те палăрмаллах сахалланчĕç, – терĕ вăл.

Ăнсăртран тенĕ пек ял старостипе Сергей Евдокимовпа тĕл пулни Мăн Ямаш пурнăçне татах та уçăмлатрĕ. Чăнах та, çамрăкланмасть чикĕри пысăк ял. Вăл каланă тăрăх вĕсен кукăрĕнчи вун икĕ килте иртнĕ çулсенче 30 ача ытларах шутланнă. Халĕ вара кунти шăпăрлансен шучĕ 10-а та çитеймест. Ку тĕслĕх ялта ачасен хисепĕ чаксах пынине кăтартать ĕнтĕ. Чылайăшĕ шкул пĕтернĕ хыççăн хулана иленеççĕ: ара хĕрсемпе яшсен ялта мĕн туса пурăнмалла-ха; Ĕç вырăнĕ çукки ура хурать вĕсене. Ял хуçалăх предприятийĕ юхăнса арканнă хыççăн ял-йыша килти хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çырлахса пурăнма тивет. Икĕ-виçĕ ĕне усракансем те пур. Ял çыннисем кулленех уя тăватă касу кăлараççĕ. Анчах та выльăхсен хисепĕ малтанхи вăхăтрине çитеймест.

Сергей Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕн пурлăхпа техника бази шăпах Мăн Ямашра вырнаçнă. Шел пулин те пултаруллă ертÿçĕне тĕл пулма тÿр килмерĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕпе çула тухнăччĕ. Унăн мăшăрĕ Галина Петровна вара кăçал çĕр улмие пысăк лаптăк çинче пăхса ÿстерни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл лайăх ĕçлекен механизаторсене те асăнчĕ. Кусем Петр Вишневский, Анатолий Яковлев, Юрий Боярин, Алексей Ананьев тата ыттисем те. Сергей Петровичăн тĕслĕхĕпе усă курса, çĕр лаптăкĕ илсе, ытти çамрăксен те ĕçлемелле пек. Анчах унашкаллисем сахал çав ку тăрăхра.

Çавах та хальхи пурнăç уттинчен юлманнисем те çук мар-ха. Роза Трофимова предприниматель тăван кĕтесĕнче суту-илÿ енĕпе ĕçлеме киоск уçнă. Ял пуçĕнче шăматкунсерен пасар пулни те суту-илÿре конкуренци вăйланнине кăтартать. Таварне туянакансенчен ытларахăшĕ вара пенсионерсем.

Мăн Ямашăн историйĕнчен паллă: чиркÿллĕ ял шутланать вăл. Чиркĕвĕ ĕлĕк-авалах ĕçленĕ, пурăна-киле йывăç çуртра çичĕ çул вĕренмелли шкул уçнă. Халĕ вара ял варринчи вĕрентÿ учрежденийĕ кирпĕчрен. Анчах кунта ачасен шучĕ хушăнса мар, чакса пырать.

Ĕлĕкхи пысăк ялта капмар та хитре çуртсем те пур. Илемсĕр те тееймĕн Мăн Ямаша. Ял çыннисем, тирпей-илемшĕн тăрăшса, субботник ирттернĕ. Ултă пĕверен иккĕшне юсаса çĕнетнĕ. Кÿршĕри Хĕрлĕ Чутай районĕ еннелле каякан хăпартнă çула асфальт сартарасшăн

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика