Шигалинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăхаль. «Июлĕн 12-мĕшĕнче пурне те Акатуй уявне чĕнетпĕр» текен йыхрава пурте вуланăччĕ-ха.

22 июля 2011 г.

Шăхаль. «Июлĕн 12-мĕшĕнче пурне те Акатуй уявне чĕнетпĕр» текен йыхрава пурте вуланăччĕ-ха. Анчах та Атăл çинче пулса иртнĕ хурлăхлă лару-тăрăва пула ăна урăх куна куçарма лекрĕ.

Чылай çул ĕнтĕ Шăхальсем Питрав уявĕпе Акатуйне пăрлештерсе палăртаççĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне стадиона халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Уява ял администрацийĕнче ĕçлекенсен, культура ĕçченĕсен хорĕ уçрĕ. Н.Разумова, С.Чернова, Н.Федорова, Е.Матвеева, О.Павлова, А.Семенова ял çыннисемпе хăнасем вали тĕрлĕ юрăсем хатĕрленĕ. Уйрăмах «Савнă ялăм хитре», «Аслă аппа», «Ай-хай ял-йышсем» килĕшрĕç. «Кукаçипе куками» такмаксене те куракансем кăмăлларĕç.

Пухăннисене саламлама тĕрлĕ хăнасем килнĕ. Вĕсен шутĕнче район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ А.Тихонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, «Урмарская» КСО акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Зайцев, поэт-композитор, РФ тата ЧР культура Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов.

Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Вăл ентешсем ĕçе юратнине палăртрĕ, ял тăрăхĕн территорийĕнче пушă выртакан çĕрсем çукки çинчен каларĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ялти чи ватă çынна - тăхăрвун саккăрти Анна Ивановна Иванована тата чи çамрăк хăр ачана Яна Ефимована (вăл виçĕ уйăхра кăна) - парнесем пачĕç. Анна Ивановнана 100 çула çитсе татах та нумай пурăнма сывлăх сунчĕç. Унăн кĕçĕн мăнукĕ А.Сенни пĕтĕм ватă çынсене халалласа «Асаннене» ятлă сăвă вуларĕ. Анатолий Артемьевич Шăхальте çĕнĕ чиркÿ тума пуçланине пĕлтерчĕ. Ăна килес çул Питрав уявĕ тĕлне хута ямалла. Шăхаль чиркĕвĕн настоятельне Павăл аттене çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.

Ун хыççăн «Шигали» ЯХПК ертуçи А.Ульянов салам сăмахĕ каларĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн ĕçре мала тухнисене чысларĕç. ЧР тава тивĕçлĕ агрономне В.Тапинова, 2011 çулта «Ака чемпионĕ» ята тивĕçнĕ В.Петров механизатора, хуçалăхра нумай çул хушши тăрăшакан Г.Иваншкина, çуракинче пысăк ÿсĕмсем кăтартнăшăн Н.Матвеевпа Ю.Петрова, сĕт суса илессипе мала тухнă В.Иванова дояркăна грамотăсемпе хаклă парнесем пачĕç. Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе ял пурнăçне активлă хутшăннăшăн Г.Петрова грамота тата парне панă.

Спорт вăййисем те чылайăшне пуçтарчĕç. Лашасен чупăвĕн ăмăртăвĕнче Кивĕ Вăрмар каччи С.Павлов çĕнтерчĕ. Михĕсемпе çапăçса пĕрремĕш вырăна Ю.Емельянов (Мăнçырма), иккĕмĕшне О.Иванов, виççĕмĕшне В.Иванов (иккĕшĕ те Тикашсем) тухрĕç. Турник çинче туртăнассипе Мăнçырмасем В.Левинпа Ю.Емельянов мала тухрĕç. Кивĕ Вăрмар ачи Н.Васильев виççĕмĕш пулчĕ. Вăрăмăшне сикессипе ăмăртакансем хушшинче тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче А.Иванов (Тикаш), Ю.Емельяновпа Ю.Гурьев (Мăнçырмасем), Н.Кожин (Шăхаль) пулчĕç.

Алă вăйĕ виçессипе И.Халянов (Маматăш) чи вăйли пулчĕ.

Кире пуканĕ çĕклекенсем те нумай пулчĕç. Ку спорт тупăшăвĕнче Тутар Республикинчен килнĕ И.Хаялиев çĕнтерчĕ. И.Киргизовпа (Патăрьел) Ю.Николаев та (Шăхаль) палăрчĕç. Спорт вăййисем кĕрешÿпе вĕçленчĕç. Кĕрешÿре И.Хаялиев така илме тивĕçрĕ. Д.Ильинпа И.Иванов (Тикашсем) те маттурлăхне кăтартрăç.

Г.ПУКЛАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика