Алдиаровское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Илеме хамăр алăпа тăватпăр”

26 июля 2011 г.

Калаçу тĕпелĕнче” (”Хамăртан питĕ нумай килет” статья, “Ял ĕçченĕ”, 70-мĕш номер) хускатнă ыйтусем, паллах, чылай вулакана шухăша ячĕç пулĕ. Тăвайра пурăнакан Еленăна хальхи пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсем хумхантараççĕ. Автор вĕсене татса памалли мел-меслетсене те сĕнет. Вĕсемпе сăмахсăрах килĕшме пулать.

Чăннипех те, пурнăçа йĕркелесе пырасси нумай чухне хамăртанах килет. Ĕçе юратни, сиенлĕ йăласенчен сивĕнни, “çиччĕ виçсе пĕрре касни”, çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнни, çынсене ырă туни, çемьере килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнни... – çаксем мар-и-ха пурнăçа йĕркелесе пыракан тĕп виçесем. Вĕсене нимле хушусăрах, никам хистемесĕрех пурнăçлама пулать, чунупа туйса илни çеç кирлĕ.

“Ачасем çитĕннисен, ашшĕ-амăшĕн тыткаларăшне курса-ÿкерсе ÿсеççĕ. Вĕсен шухăш-туйăмĕсене хăйсем витĕр кăлараççĕ”, – тет автор статьяра. Тĕрĕс сăмахсем. Çакна хам шкулта 28 çул ĕçленĕ май, нумай-нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп. Ачасене сăнаса-хакласа вĕсен çемйинчи лару-тăрăва, ашшĕ-амăшĕ еплерех çынсем пулнине тÿрех пĕлме пулать. Ачасен тыткаларăшĕ, калаçăвĕ, тумĕ-юмĕ, кăмăлĕ-шухăшĕ чылай чухне шăп ашшĕ-амăшĕнни пек. Ку темăпа чылай шухăш пуçтарăннă та пуçăмра, çапах ăна тепĕр чухне валли хăварам-ха.

Хальхинче манăн калаçăва лайăх тĕслĕх илсе кăтартнипе вĕçлес килет. Нумаях пулмасть хамăр ялти Владимирпа Алина Никифоровсем патне çитсе килмелле пулчĕ. Кил хуçи ача-пăча лапамĕ йĕркелени çинчен çырнăччĕ иртнĕ çул. Кăçал вăл татах илемленнĕ, пуянланнă иккен. Пĕчĕк шăпăрлансене йăпанма темĕн те пур кунта: кăруççелĕ те, ярăнчăкĕсем те, батучĕ те, гимнастика пĕренипе стени те, хăйăр куписем те, “шкулла” вылямалли кĕтес те... Анчах мана хальхинче Никифоровсен кил картишĕ тыткăнларĕ. Мĕн чухлĕ илем çак пысăках мар лаптăкра. Хапхаран кĕрсенех – чечек савăчĕ. Ун йĕри-тавра виçĕ “сысна çури” чупать. Вĕсене пластик савăтсенчен ăсталанă иккен. Çурăмĕсем çинче шăртсем мар – чечексем! Леререх вара – куçа илĕртекен, калама çук хитре беседка. Унăн илемне сăмахпа çырса кăтартма çук – ăна курмалла. Юнашарах татах тепĕр тĕлĕнтермĕш. Икĕ шурă акăш – каллех чечексем ăшĕнче! Йĕри-тавралла сăрласа илемлетнĕ, хăтлăх кĕртнĕ. Пуçа ирĕксĕрех тахçан илтнĕ сăмахсем пырса кĕчĕç: “Илеме хамăр алăпах тăватпăр”. Чăн та, этем фантазийĕн чикки çук иккен. Тепĕр шухăш та çуралать: çакăн чухлĕ илем тума пĕлекенсем пурнăçра япăх çынсем пулмаççех! Ку чăннипех те çавăн пек.

Кил хуçин, Володьăн, ĕçченлĕхĕпе ăсталăхĕ-пултарулăхĕ пирки таврари ялсенче çеç мар, Мускавра та пĕлеççĕ, унта та ăна питĕ хаклаççĕ. Çĕр çинче вăл тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Мăшăрĕ Алина та унран пĕрре те кая мар. Ĕçчен, сăпайлă, пултаруллă, хастар хĕрарăм вăл. Иртнĕ çул Никифоровсем банкран кредит илсе хуçалăха тĕреклетнĕ – тĕрлĕ хуралтăсем туса лартнă. Ырă ĕмĕт-тĕллевлĕ, лайăх, тулăх, илемлĕ пурнăçпа пурăнать çемье. Çакна та калам: Владимирпа Алина иккĕшĕ те – ялти халăх театрĕн пултаруллă артисчĕсем. Тĕрлĕ-тĕрлĕ роль выляса куракансене савăнтараççĕ. Эппин, чунпа та илемлĕ вĕсем.

Ачисене те лайăх пăхса ÿстереççĕ. Хĕрĕсем, Анжелăпа Оля, Элпуçĕнчи вăтам шкулта “4”, “5” паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Пĕчĕк Глеб хальлĕхе килтех-ха. Вăл та ашшĕ пекех маттур пуласси пĕртте иккĕлентермест. Çапла, хам шухăш патне таврăнса татах калатăп: пурнăç ăнăçлăхĕ хамăрта. “Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать”. И.Я.Яковлев каланă ку сăмахсене. Чăвашсене çутта кăлараканĕ. Кунтан ытла мĕнех калăн.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429293, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Алдиарово, пер. Набережный-13
Телефон: 8(83548) 2-02-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика