Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ çамрăка – çар ретне

15 июля 2011 г.

Ураскассинчи Константин Григорьевпа Александр Михайлова Шупашкарти аслă шкулсене ăнăçлă пĕтерсе диплом илнĕ хыççăн июнь вĕçĕнче салтака кайма повестка пачĕç.

К.Григорьев Чăваш патшалăх университетĕнче инженер-программист специальноçне алла илнĕ, А.Михайлов педуниверситетра “Управление персоналом” факультетра ăс пухнă.

Ялти культура çуртне каччăсене çар службине ăсатма халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунтах ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, кÿршисем, юлташĕсем.

Салтак ятне çÿлте тытма, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма, чипер каялла таврăнма пил пачĕç çывăх çыннисем вĕсене.

Константинăн амăшĕ Татьяна Алексеевна культура çуртĕнче администраторта вăй хурать. Ашшĕ Анатолий Ильич – предприниматель. Илья пиччĕшне çак кунсенче аслă лейтенант звани панă. Вăл – Вăрмарти пушар хуралĕн пуçлăхĕн çумĕ. Кĕçĕнни те маттур Григорьевсен. Ирина 10 класа “пиллĕксемпе” çеç вĕренсе пĕтернĕ.

Александрăн ашшĕ Валерий Алексеевич – Газель водителĕ, амăшĕ Валентина Геннадьевна Мускавра ĕçлет. Мăнукне ăсатма аслашшĕ, 80 çулхи Алексей Михайлович, купăспах килнĕ. Салтак юррине чуна пырса тивмелле юрланипе-ши, нумайăшĕн куçĕсем шывланчĕç.

Ăсату каçне Элпуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ Людмила Шумитова йĕркеленĕ. Ураскассинчи çамрăк артистсем – Анжела Никифорова, Инесса Петрова, Алла Яковлева пĕчĕк концерт кăтартрĕç призывниксен ячĕпе. Лена Кабакова вуланă сăвă вара пулас салтаксемшĕн наказ вырăнне пулчĕ. Пĕрин хыççăн тепри тухрĕ сцена çине, пурте вĕсем яшсене ăнăçу, телейлĕ çул сунчĕç.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика