Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Футболистсем хастар хутшăнаççĕ

15 июля 2011 г.

Дорстрой” футболисчĕсем таврана тирпей-илем кĕртес ĕçсене хастар хутшăнаççĕ.

Тăвай ял администрацийĕ пулăшнипе стадиона пырса кĕмелли хапхана кăçал тимĕртен тунă. Халичченхи пек янк уçă выртмасть вăл, çавна май выльăхсем те кĕрсе вараламаççĕ, автотранспорт та çÿремест. Территорие çум курăксенчен тасатса, курăка çулса тăраççĕ. Вăйăсем хыççăн çÿп-çапа пуçтарса хăвараççĕ. Çак кунсенче футболистсем турниксемпе штангăсене, швед стенкине, футбол площадкин хапха юписене сăрласа йĕркене кĕртрĕç. Вĕсене сăрласа çĕнетменни вунă çул та иртнĕ пуль. Тутăх пулнă вырăнсене пирвай пралук щеткăпа тасатса илчĕç. Сăррине ял поселенийĕн администрацийĕ тупса пачĕ. Халĕ стадиона кĕме те кăмăллă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев ыйтнипе футболистсем чиркÿ çывăхĕнчи кирпĕч гаража сÿтрĕç, вырăна тасатрĕç. Вĕсемех район центрĕнчи ача-пăча паркĕ тăвас ĕçсенчен айккинче юлмаççĕ, пулăшаççĕ. Пĕр сăмахпа, ертÿçĕсем те çамрăксене ăнланма тăрăшаççĕ. Акă район администрацийĕн ертÿçи Ю.Васильев командăна 20 комплект форма, мечĕксем тупса пачĕ. “Дорстрой” ООО ертÿçи В.Румянцев бутсăсем туянма пулăшрĕ. ОООн Тăвайри ĕç тăвакан директорĕ В.Васильев кирлĕ вăхăтра вăйăсене тухса çÿреме микроавтобуспа тивĕçтерет, тирпей-илем кĕртнĕ вăхăтра техника уйăрса парать. Çак эрнере РТП территорийĕнче микростадион валли çĕре бульдозерпа тикĕслеттертĕмĕр. Çапла пĕр-пĕрне ăнланса пырсан, пĕрлехи ĕç те ăнăçать, кăмăл-туйăм та лайăх. Пирĕн команда республикăри ăмăртусене те ăнăçлă хутшăнать.

Эпир, футболистсем, район администрацийĕн пуçлăхне Ю.Васильева, “Дорстрой” ертÿçисене В.Румянцевпа В.Васильева, ял поселени пуçлăхĕн çумне Ю.Королевана пире куллен пулăшса пынăшăн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика