Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тути çеç мар, пахалăхĕ те пур

12 июля 2011 г.

Вăрмар райповĕ районта ăнăçлă аталанакан предприятисенчен пĕри. Унăн йышĕ те пысăк. Кунта хальхи вăхăтра 275 çын тăрăшса вăй хурать. Райпо канашĕн председателĕ Сергей Николаевич Харитонов ертсе пыракан коллектив паян ÿсĕм çулĕпе пырать. Хăйсен профессиллĕ уявне - Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне те вĕсем пысăк кăтартусемпе кĕтсе илчĕç.
Вăрмар райповĕ кооперативсен пуçламăш ячейки пуçланса кайнипе çыхăннă. Вăл 1912 çулта Хусан кĕпĕрнин Спасско-Затонски потребительсен обществи йĕркеленипе кооперативăн пуçламăш обществине пуçарса янă, кооператив лавкки уçăлнă. 1930-мĕш çулхи март уйăхĕнче пирĕн районта потребительсен обществи йĕркеленет.
Хальхи вăхăтра Вăрмар райповĕ пурлăхпа техника бази тĕлĕшĕнчен пуян тата пĕр тикĕс аталанса пыракан предприяти шутланать. Кунта аслă ăрурисемпе пĕрлех çамрăксем те чылайăн вăй хураççĕ.
«Социаллă миссие пурнăçласа пынă май потребительсен кооперацийĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе, ял хуçалăх продукцине туянассине ÿстерессипе чылай тăрăшать. Унсăр пуçне аякри пĕчĕк ялсенче вырнаçнă пысăк тупăш кÿреймен лавккасене те вырăнти халăх валли тытса тăрать, вĕсен ырлăхĕшĕн тăрăшать, ветерансене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿрет. Пирĕн тĕп тĕллев - халăха валли паха, усăллă, таса продукци кăларасси, тĕрлĕ тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿресси», - терĕ С.Харитонов потребкоопераци ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламласа.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн ячĕпе коопераци ĕçченĕсене профессиллĕ уявпа райадминистрацин, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова саламларĕ, район халăхĕн социаллă интересĕсемшĕн малашне те пысăк тÿпе хывма çирĕп сывлăх сунчĕ, чи пултаруллă ĕçченсене райадминистрацин Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе наградăларĕ. Производствăра лайăх кăтартусемпе палăрнăшăн райпо коллективĕ райадминистрацин Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Çавăн пекех Шутнерпуçĕнчи райпон лавкка заведующийĕ И.Федотова, «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн поварĕ Л.Васильева ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн райадминистрацин пуçлăхĕн Хисеп грамотине, «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн çăкăр пĕçерекенĕ С.Романова райадминистрацин пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.
Унтан райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов, райпо правленийĕн председателĕ Е.Харитонова потребкоопераци системинче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хунă, ĕçе чунтан парăннă ĕçченсене РФ Центросоюз, Чăвашпотребсоюз, Вăрмар райпо тата канашĕн профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.
Райпо системинче ĕçлекенсемшĕн чи пысăк награда вара «Раççей Федерацийĕн потребкооперацине - 180 çул» медаль пулчĕ. Ăна чылай çулранпа райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăра вăй хуракан Т.Викторова повар тивĕçрĕ. Çавăн пекех «Раççей Федерацийĕн потребкооперацин хисеплĕ ветеранĕ» ята Н.Федорова бухгалтерпа Р.Сорокина сутуçă илме тивĕç пулчĕç. «Чăваш Ен потребкооперацин хисеплĕ ветеранĕ» ята райпон «Нива» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ В.Дудкин тата Е.Антонова буфетчица илчĕç. «Раççей потребкооперацинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» знака райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра приемщица пулса вăй хуракан Н.Петрова тивĕçрĕ.
«Пĕрлĕхре -вăй», - теççĕ райпо ĕçченĕсем. Эппин туслă коллектива малашне те пысăк ÿсĕмсем тума, районăн социаллă-экономика аталанăвне тĕреклетме ăнăçусем сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика