Алдиаровское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсату каçĕ

08 июля 2011 г.

Ку чухне ялсенче салтака каякан çамрăксем сахалăн, çавăнпах ĕнтĕ клубсенче те ăсату каçĕсем сайраран пĕрре кăна пулаççĕ.

Чăн та, ку эрне варринче Нÿшкассинчи клуба çамрăксем те, аслăрах ÿсĕмри çынсем те чылайăн пуçтарăнчĕç. Сăлтавĕ – çак ял каччине Василий Владимирович Моисеева чаплă лару-тăрура ял-йышпа салтака ăсатасси. Василий хĕсмете тăма вăхăт çитиччен аслă шкул пĕтернĕ. Амăшĕ “Росгосстрахăн” Тăвайри филиалĕн агентĕнче тăрăшать, ашшĕ Çĕпĕре ĕçлеме çÿрет.

Ăсату каçне клуб заведующийĕ Ирина Владимировна Ефимова йĕркелерĕ, вăлах Василине ал шăлли çыхтарчĕ, çар службине ăнăçлă татса таврăнма ырă сунчĕ. Службăна каякан çамрăка тăванĕсем, юлташĕсем – Михаил Иванов, Евгений Моисеев, Александр Иванов тата ыттисем ырă çул, ăнăçусем сунса ăшă сăмахсем каларĕç.

Валентина Григорьева библиотекарь ертсе пынипе Ураскасси артисчĕсем юрăсем юрласа та саламларĕç.

Юлашкинчен ăсату каçĕ Моисеевсен килĕнче малалла тăсăлнă. Тăванĕсем пулнă май, унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев та çемйипе хутшăнчĕ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429293, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Алдиарово, пер. Набережный-13
Телефон: 8(83548) 2-02-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика