Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Вурнарский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу мелĕсем шанчăк çуратаççĕ

08 июня 2011 г.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрсен тĕллевĕ - тĕрлĕ сăлтава пула ĕç çухатнисене йывăрлăхсене парăнтарса харпăр хăй вăйне çĕнĕрен туйма çул-йĕр уçса парасси. Хĕрлĕ Чутайри центр коллективĕ те патшалăх палăртнă программăсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшать. Кунта кашни кунах вун-вун çын кĕрсе тухать. Пурин валли те кирлĕ сăмахсем тупса пулăшу мелĕсем палăртаççĕ кунти хастарсем. Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче кăна центра 409 çын пынă.

Çĕртме уйăхĕ тĕлне ĕçсĕррисен статусне 95 çынна панă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 61 çын сахалрах. Ĕçсĕррисен хисепĕ чакнин сăлтавне центр директорĕ Игорь Федоров специалистсен тăрăшулăхĕнче курать. Юлашки вăхăтра ĕç шыракансен хушшинче харпăр хăй ирĕкĕпе ĕçрен тухнисен хисепĕ ÿсни палăрать. Сăмахран, тăватă уйăхра ку кăтарту 31,4 процентпа танлашнă. Çак тапхăрта районти предприятисем 459 пушă ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра - 175 ваканси. Центр витĕмĕпе кăрлач-çу уйăхĕсенче 321 çын ĕçе вырнаçнă, вăл шутра республикăри ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатас тĕлĕшпе йышăннă хушма мероприятисен программипе - 4. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнисен ĕмĕчĕ - ĕç тупасси. Çакна чунпа туяççĕ ĕçлев службинче вăй хуракансем. Вĕсен шухăш-ĕмĕтне, кăмăл-туйăмне тĕпе хурса саккунпа килĕшÿллĕн пур майлă пулăшма тăрăшаççĕ .

Çулталăк пуçланнăранпа квалификаци шайне ÿстерме тата урăх специальноç илме 35 çынна вĕренме янă. Хальлĕхе 28 çын вĕренсе килнĕ, 9 çын ĕç тупнă. Тÿлевлĕ общество ĕçĕсенче 80 çын ĕçленĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра тата каникул кунĕсенче çул çитмен 138 çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ.

Республика тулашне вăхăтлăх тата сезон ĕçĕсене 15 çынна янă. Профориентаци пулăшăвĕпе 469 çын усă курнă, вăл шутра - 216 çын ĕçсĕр юлнисем. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва уçăмлатма тата психолог пулăшăвĕпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа тăватă хутчен пушă ĕç вырăнĕсен ярмăрккине ирттернĕ. Унта 100-е яхăн çын хутшăннă, 23 çын ĕçе вырнаçнă.

Ĕçсĕррисене харпăр хăй ĕçне пуçăнма тата вăтам бизнеса çул уçма пулăшассипе Хĕрлĕ Чутайри центр паха опыт пухнă. Кăçал кăна 51 çынран 35-шне çĕнĕ ĕçе пикенме çул уçса панă. Çакăн сăлтавĕ - халăхра ăнлантарупа информаци ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркеленинче. Ку енĕпе коллектив республика шайĕнче те кăтартуллă. Тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртсе ĕçсĕррисене пулăшакансем çак ыйтупа семинар-канашлусем, уйрăм çынсемпе консультацисем ирттернĕ, бизнес-план хатĕрлеме хăнăхтарнă, вырăна тухса лару-тăрăва тишкернĕ. Иртнĕ çул сăмахран Анатолий Артюшкин столяр ĕçне йĕркеленĕ. Вăл йывăçран алăксем, чÿрече рамисемпе кăшкарĕсем, сĕтел-пукан ăсталама тытăннă. Çак туртăм унăн ача чухнех пулнă. Патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курса пуçаруллă çамрăк çĕнĕ ĕç йĕркеленĕ. Кăçал центр пулăшнипе тата тепĕр çынна ĕçе илнĕ. «Саккас нумай, тата тепĕр çын пулсан та аванччĕ», - тет Анатолий кăмăллăн. Пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшнăшăн вăл патшалăх программисене тата Хĕрлĕ Чутайри центр хастарĕсене тав тăвать.

Хăйĕн ĕçне йĕркелеме витĕм кÿрекен программăна хевтесĕррисем те хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул Штанашра пурăнакан Зоя Ильина кăçатă йăвалас ĕçе йĕркелеме бизнес-план хатĕрленĕ. Палăртма кăмăллă: республикăра хевтесĕррисен хушшинче ирттернĕ конкурсра та çĕнтернĕ. Зоя Викторовна тăван ялĕнче пурăнакансене кăна мар, ыттисене те кăçатă йăваласа парать. Бизнес çемье бюджетне тупăш кÿрет.

Çамрăксем те предпринимательсен юхăмне анлă хутшăнаççĕ. 2010 çулта республикăра «Çамрăк-предприниматель - 2010» конкурса центр витĕмĕпе хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ Оксана Фадеева, Федор Тимкин тата Дина Крыцова ăнăçлă хутшăннă.

Кăçал та ку утăма тăвас текен сахал мар. Хальлĕхе 19 бизнес-проект пăхса тухса çирĕплетнĕ. Граждансен ытларах пайĕ хушма хуçалăх ыйтăвĕпе кăсăкланать. Сăмахран, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, пахча çимĕç тата хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе кăмăллаççĕ. Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи Николай Михеев сварка ĕçĕпе тата кил-çуртри сантехникăна улăштарассипе уйрăм çынсене пулăшма тытăннă. Тури Çĕрпÿкассинчи Маргарита Ильина кролик ĕрчетет. Туктамăшри Галина Храмова теплицăра пахча çимĕç ÿстерет.

Ялсенче çĕвĕ цехĕсем уçăлни çĕнĕлĕх мар пулин те Пантьăкра вăл хăйне евĕрлĕ. Шупашкарта пурăнакан Надежда Нефедова Хĕрлĕ Чутайра предпринимательсен ретне тăнă. Шкулăн пушă класĕнче çĕвĕ цехĕ уçнă. Халĕ кунта 9 хĕрарăм ĕçлет. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Римма Ястребова çĕвĕçĕ пĕлтернĕ тăрăх икĕ кун 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ те икĕ кун канаççĕ иккен. Ĕçе çапла йĕркелени ялти хĕрарăмсемшĕн питĕ меллĕ: килти ĕçе те вăхăтра тума ĕлкĕреççĕ. Кунта килес текенсем татах пур иккен. Саккас та сахал мар, хальлĕхе ĕçре тăхăнмалли комбинезонсем çĕлеççĕ.

Вĕренÿ учрежденийĕсенчен пĕлÿ илсе тухакансемшĕн ĕç опычĕ пухмалли меллĕ çул-йĕртен пĕри - стажировка. Тин çеç вĕренсе тухнă çамрăка ĕçе вырнаçма уйрăмах йывăр. Кăткăс çак ыйтăва татса пама каллех ĕçлев службинче вăй хуракансем пулăшаççĕ. Кăçал сăмахран çак программăпа 19 çынна тивĕçтерме палăртнă. Хальлĕхе çичĕ килĕшÿ тунă. Иртнĕ çул пилĕк çамрăка стажировкăна янă. Вĕсем «Жилсервис» пĕрлĕхре, «Путь Ильича» хуçалăхра, райпора тата «Гидравлика» предприятире опыт пухнă. Вĕсене ăста наставниксем ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429220 Чувашская Республика п.Вурнары ул. Советская д. 18. Официальный сайт: http://vurslzn.cap.ru
Телефон: (83537) 2-58-42
Факс: (83537) 2-58-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика