Шигалинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке вуласан ăс пулĕ сан

27 мая 2011 г.

Çынна çăкăр кăна мар, чун-чĕре апачĕ те кирлĕ. Паян библиотекăсем çÿллĕ пусăма çĕкленчĕç. Ĕлĕкхи хĕсĕк, тĕксĕм кĕнеке пÿлĕмĕсем вырăнне хăтлă, çутă, чуна илĕртекен библиотекăсем илĕртеççĕ вулакансене. Вĕсенче аслă, ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ специалистсем ĕçлеççĕ.

Халăхăн информаципе ăс-хакăл ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе поселокра тата ял тăрăхĕсенче пурĕ 21 библиотека ĕçлеççĕ. Пурте вĕсем паянхи кун шайĕнчи компьютерлă вулавăшсем. Паян библиотекăпа усă куракан пин-пин кĕнекесемсĕр пуçне, компьютерпа усă курса электронлă изданисем вулама, Интернетра «çÿреме» пултарать. Телевизор, видеомагнитофон тата ытти тĕрлĕ оргтехника та кирлĕ таран вулакан кăмăлне тивĕçтерессе шанатпăр. Вулакансен тавра курăмне аталантарас, пушă вăхăта усăллă ирттерес тесе библиотекарьсем кăсăклă мероприятисем ирттерме тăрăшаççĕ. Кунсăр пуçне библиотекăсене тĕрлĕрен интереспа тата литература пĕрлешĕвĕсене халăх йышлăн çÿрет.

Администраципе профсоюз комитечĕ библиотека ĕçченĕсен ĕçне, канăвне коллективлă договорпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать. Кашни çулах хамăрăн профессиллĕ уява - Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне - эпир анлăн паллă тăватпăр. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе палăрнăшăн тивĕçлĕ ĕçченсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе наградăлатпăр. Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетсе ĕçре малтисене, пултаруллисене йăлана кĕнĕ йĕркепе «Чи лайăх библиотека» ят парса куçса çÿрекен кубокпа чыслатпăр.

Библиотекарьсем ĕçре те, канура та хастар, концерт-спектакльсене те хутшăнаççĕ, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче те тупăшаççĕ, пĕр-пĕрин ĕç опычĕ паллашма та вăхăт çитерсе Елчĕкри, Шăмăршăри тĕп тата ял библиотекисене çитсе курнă. Çавăн пекех хамăр района та Элĕк, Етĕрне, Тăвай районĕсенчи библиотекарьсем килсе курчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика