Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урмаелсем Сабантуйра савăнчĕç

01 июня 2011 г.

Иртнĕ шăмат кун, майăн 28-мĕшĕнче, çурхи ĕçсене вĕçлесен, Урмаел ял халăхĕ Сабантуя пухăннă. Çак паллă уявра ăмăр çанталăка пăхмасăрах ватти-вĕтти савăннă.

Уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă, тухăçлă вĕçленĕ ĕçченсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чувашрегионгаз» ООО генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, район пуçлăхĕ Е.И.Карпеев, ЧР тутарсен культурăпа наци автономийĕн председателĕ Р.М.Гадельянов, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин, «Алга» ЯХПК председателĕ Н.Г.Мифтахутдинов тата ыттисем те ăшшăн саламланă. Районти тутарсен культурăпа наци автономийĕн председателĕ Ф.А.Гибатдинов Тутарстан Республикин Президенчĕ Р.Н.Миннеханов янă Саламлă çырупа паллаштарнă.

Физкультурăпа спорта юратакансем алă вăйне виçекенсене, кире пуканĕ çĕклекенсене те пăхса киленнĕ.

Тутар-пушкăрт наци мелĕпе кĕрешекенсем те хăйсем тавра куракансене нумай пухнă. Хĕрÿ тупăшура Сабантуй пăхаттирĕ Ильнар Зайнуллин чи ăста пулнине çирĕплетнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика