Чебоксарский международный кинофестиваль 2011ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинофестиваль çĕнтерÿçисене чысланă

05 мая 2011 г.

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль хăйĕн ĕçне вĕçленĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче сумлă лару-тăрура çĕнтерÿçĕсене чысланă. Хăнасемпе фестивале хутшăнакансене, куракансене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев саламланă, республика çыннисене çакăн пек уявпа савăнтарнăшăн кинофестиваль йĕркелÿçисене тав тунă.

“Чи лайăх илемлĕ фильмшăн” номинацире гран-прие Клаус Хяре режиссерăн (Финлянди) “Письма отцу Якобу” ĕçĕ илнĕ.

“Чи лайăх режиссура” ята “Запретный плод” (Финлянди) ĕç (режиссерĕ Доме Карукоски) тивĕçнĕ.

“Чи лайăх сценари” ят вара – “Гастарбайтер” (Раççей) фильмăн. Унăн авторĕ – Юсун Разыков.

“Чи лайăх оператор ĕçĕшĕн” парнене Клаус Хяре режиссерăн “Письма отцу Якобу” кинолентине ÿкернĕ Туомо Хутри тивĕçнĕ.

“Арçын рольне чи лайăх калăплакан” ята “Письма отцу Якобу” фильмра вылянă (режиссерĕ Клаус Хяре, (Финлянди) Хейкки Ноусиайнена панă.

“Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплакан” енĕпе “Бибинур” (режиссерĕ Юрий Фетинг, Раççей) фильмри Фирдаус Ахтямовăна çитекенни пулман.

“Иккĕмĕш планри роле калăпланăшăн” (“Смерть в пенсне или наш Чехов” фильм, режиссерĕ Анна Чернякова, Раççей) Сергей Безруков палăрнă.

ЧР Президенчĕн ятарлă парнине – “Киноискусствăра патриотлăхпа гражданлăх темине çутатнăшăн” – “Овсянки” фильм (режиссерĕ Алексей Федорченко, Раççей) тивĕçнĕ.

“Куракансем килĕштернĕ фильм” ята “Ловец ветра” кинолентăна (режиссерĕ Айсыуак Юмагулов, Раççей) панă.

“Пресса жюри” парнене “Не скажу” фильм (режиссерĕ Игорь Копылов, Раççей) тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика