Чебоксарский международный кинофестиваль 2011ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта кино уявĕ вĕçленнĕ

04 мая 2011 г.

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале савăнăçлă лару-тăрура хупнă, унăн çĕнтерỹçисене чысланă.

Хăнасене, кинофестиваль участникĕсене, кино куракансене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев саламланă.

"Кинофестиваль çак çурхи уяв кунĕсенче республика çыннисене хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕ. Ача-пăча юратакан "Ералаш" киножурнал ертỹçипе Борис Грачевскипе тата Наталья Седых актрисăпа тĕл пулнишĕн питĕ хавас пулнă. Денис Осокин Шупашкара хăйĕн иккĕмĕш килĕ тесе шутлать, Хусейн Эркенов Шупашкарта кино ỹкерме сĕннĕ. Çакă пирĕн фестиваль аталанни, пысăк пĕлтерĕшлĕ темăсем хускатни çинчен калать", _ тенĕ вăл.

Республика ертỹçи фестиваль вăхăтĕнче кино сеансĕсене 20 пин çынна яхăн курни çинчен палăртнă. "Çак ĕçлĕ кунсенче, хула вăрăм хĕл тапхăрĕнчен тасалнă вăхăтра, фестиваль кашни куракана чун-чĕререн тасалма та пулăшрĕ", _ тенĕ Президент.

Ыт ахальтен мар çын чунĕ пирки хускатнă ĕç _ "Письма отцу Якобу" (Клаус Хярă режиссер, "Финлянди") фильм кинофестивалĕн Гран-прине çĕнсе илнĕ. Кинофестиваль жюрин председателĕ, Раççей кинематографисчĕсен Союзĕн членĕ Светлана Проскурина тĕп приза Финляндин Раççейри Посольствин пресса тата культура пайĕн атташине Алла Богомоловăна панă. Çак картина "Чи лайăх оператор ĕçĕшĕн" (Туомо Хутри оператор), "Арçын рольне чи лайăх вылякан" (Хейкки Ноусиайнен) призсене тивĕçнĕ. "Анне" статуэтка та Финлянди çĕр-шывне каять. Ăна Дома Карукоскине "Чи лайăх режиссурăшăн" ("Запретный плод") панă. Юсуп Разыков (Раççей) сценарист "Гастарбайтер" фильмшăн "Чи лайăх сценари" приза тивĕçнĕ. "Чи лайăх хĕрарăм рольне вылянăшăн" Фирдаус Ахтямова актриса ("Бибинур" фильм, Юрий Фетинг режиссер, Тутарстан, Раççей) награда илнĕ. Сергей Безруков "Смерть пенсне, или наш Чехов" фильмра (Анна Чернакова режиссер) "Иккĕмĕш планри роле чи лайăх вылянăшăн" приза тивĕçнĕ.

"Овсянки" фильм (Алексей Федорченко режиссер, Раççей) Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă призне çĕнсе илнĕ. Кино куракансем "Ловец ветра" фильма (Айснуак Юмагулов, Пушкăртстан, Раççей) юратнине палăртнă, пресса жюри "Не скажу" (Игорь Копылов режиссер, Раççей) чи лайăх фильм тесе йышăннă. Тĕп роле вылякан Елизавета Боярскаяна ятарлă призпа чысланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика