Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх поэтне тăван ялĕ чысларĕ

04 мая 2011 г.

Апрелĕн 23-мĕшĕнче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай 50 çул тултарнă ятпа уяв пулчĕ. Унта пĕрле выляса-вĕренсе ÿснĕ юлташĕсем, учительсемпе шкул ачисем, тăван-хурăнташĕсем пухăнчĕç. Уява В.Туркайăн сăввипе хывнă «Хырай Ĕнел» юрăпа уçрĕç. Поэтăн сăввисене Д.Кокшина, Д.Мухина, А.Шамбулина вĕренекенсем пысăк хавхаланупа вуларĕç. Ялти алă ăсти, поэтăн кÿрши Леонид Седлов çăкаран касса тунă медальон парнелерĕ. Унăн пĕр енче «Чăн-чăн чăваша» тесе çырнă, тепĕр енче – «50 çул».

Пĕр класра вĕреннĕ А.Александрова Валери шкултах ун çинчен сăвă çырнине каласа пачĕ. Валерий Владимирович та çĕнĕ хайлавĕсемпе, çав шутра тăван ял çыннисем çинчен çырнисемпе, паллаштарчĕ.

Уявра илемлĕ юрăсем шăранчĕç, аса илÿсем çуралчĕç. 8-мĕш класс хĕр ачисен ташшисем пурин кăмăлне те çĕклерĕç. Валерие вĕрентнĕ А.И.Ласточкина, А.Г.Лебедева, Л.М.Макарова учительсем поэта малашне те ăнăçусем сунчĕç, чăваш ятне çÿлте тытма сĕнчĕç. «Искра» хуçалăх ертÿçипе А.Н.Зайцевпа Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Ф.Волков ентешĕн пултарулăхĕпе савăннине пĕлтерчĕç. Кашнинех хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ юратнă поэтăмăр. Асăнмалăх пĕрле сăн та ÿкертĕмĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика