Чебоксарский международный кинофестиваль 2011ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта - тĕнчипе палăрнă фильмсем

28 апреля 2011 г.

Ĕнер тĕп хулари «Çеçпĕл» кинотеатрта Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Кăçалхи кинофестивалĕн программинче хăйне евĕрлĕ проект - «Фестивальсен фестивалĕ» - пур. Конкурса тăратнă илемлĕ фильмсенчен хăш енĕпе уйрăлса тăраççĕ-ха вĕсем? Конкурсрисем çĕнĕ ĕçсем пулмалла. Жюри членĕсем те вĕсене пуçласа пăхаççĕ. Кусем вара Раççейре çеç мар, тĕнчери чылай фестивальпе конкурсра палăрнисем, тĕрлĕ наградăна тивĕçнисем.

Фестивалĕн программа директорĕ Сергей Лаврентьев палăртнă тăрăх - Шупашкара вĕсенчен хăшне илсе килесси пирки «пуç ватма» та тивнĕ. Чăваш Ен тĕп хулине шăнкăравланă та тĕлĕннĕ: асăннă фильмсене пĕрне те кăтартман иккен. Çапла майпа кăткăс ыйту хăех татăлнă, Шупашкара тĕнчене калаçтарнă çак ĕçсем çитнĕ: «Овсянки» /режиссерĕ Алексей Федорченко/, «Перемирие» /Светлана Проскурина/, «Как я провел этим летом» /Алексей Попогребский/ тата «Волчок» /Валерий Сигарев/.

«Овсянки» иртнĕ çул экран çине тухнă. 2010 çултах сумлă çак премисене тивĕçнĕ: Венецири Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн «Озелла» парнине* Пĕтĕм тĕнчери кинопресса федерацийĕн призне* Назарено Таддеин Хисеплĕ премине* НППП Кинофильмсен уçă фестивалĕн «Режиссурăри чи лайăх ĕç» парнине тата ытти наградăна.

Овсянки - вăрманта пурăнакан пĕчĕк, çерçие аса илтерекен вĕçен кайăк. Çак симĕс-сарă чăмăрккасем куç умне тÿрех лекмеççĕ те. Кинофильмри Мирон Алексеевичпа Аист Сергеев та, Таня ÿкерÿçĕ те вĕсем евĕрлех ыттисенчен нимĕнпе те палăрса тăмаççĕ темелле. Апла пулин те вĕсен те чун пур: вăл тарăхупа та, юратупа та, тунсăхпа та «тулса тăкăнма» пултарнине лайăх уçса кăтартнă асăннă ĕçре.

«Перемирие» фильм та куравçă патне иртнĕ çул çитнĕ. Вăл «Кинотаврăн» /Сочи/ гран-прине тивĕçнĕ.

«Как я провел этим летом» психологи триллерĕ те ят-сумлă. Лондонри, Парижри, Дублинри, Берлинри кинофестивальсен парнисем пур унăн. Шупашкарсем çак фильмпа ыран «Каскад» кинокомплексра, Çĕнĕ Шупашкарсем паян «Атăл» кинотеатрта паллашĕç.

«Волчок» ĕçе те асăнма кăмăллă. Унăн операторĕ Алексей Арсентьев - пирĕн ентеш, Шупашкарта çуралнă, ВГИК пĕтернĕ. «Волчок» - унăн пĕрремĕш ĕçĕ, пĕлтĕр «Дастиш фантастиш» ÿкернĕ.

«Волчок» фильма та тĕрлĕ çĕр-шыври - Португалири, Германири, Швейцарири, Украинăри - куравçăсем пăхса киленнĕ. Ентешĕмĕр Алексей Арсентьев вара «Ника» наци кинематографийĕн «Чи лайăх оператор ĕçĕ» премине илнĕ.

Паян «Çеçпĕл» кинотеатрта - Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Дмитрий Астраханăн фильмĕсен каçĕ.

Дмитрий Астрахан - хальхи вăхăтри кинематографири паллă ятсенчен пĕри. Куравçăсем килĕштерекен ĕçсене асăнар-ха: «Все будет хорошо», «Ты у меня одна», «Перекресток», «Зал ожидания», «Подари мне лунный свет». Унсăр пуçне Астрахан тĕрлĕ театрта 40 ытла спектакль лартнă.

Шупашкарти фильмсен каçне «Ты у меня одна» /1993/ картина уçĕ. Унсăр пуçне «Изыди», «Все будет хорошо» ĕçсем те экран çине тухĕç. Çавăн пекех Дмитрий Астрахан илемлĕ фильмсен конкурсне хăйĕн пĕлтĕр ÿкернĕ «На свете живут добрые и хорошие люди» кинолентине тăратнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика