Чебоксарский международный кинофестиваль 2011ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравçă - чи лайăх хаклавçă

27 апреля 2011 г.

Ĕнер Наци библиотекинче иртнĕ пресс-конференцире Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль йĕркелÿçисенчен çаксем пулчĕç: ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, фестивалĕн программа директорĕ Сергей Лаврентьев, жюри членĕсем - Светлана Проскурина /председатель/ кинорежиссер, Ирина Рубанова кинокритик, Александр Антипенко кинооператор, актер, Шавкат Абдусаламов сценограф, кино художникĕ, литератор, Наталья Седых актриса.

Сергей Лаврентьев пресс-конференцие ертсе пынă май кăçалхи фестиваль унчченхи ырă йăласене упраса хăварнине палăртрĕ. Сăмах - сахал йышлă халăхсен кинематографĕ пирки. Ку енĕпе «Ловец ветра» /режиссерĕ А.Юмагулов/, «Гастарбайтер» /Ю.Разыков/, «Как я провел этим летом» /А.Попогребский/ тата ытти фильма палăртмалла.

Унсăр пуçне Сергей Александрович жюри членĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.

Светлана Проскурина - Пĕтĕм тĕнчери фестивальсен лауреачĕ, илемлĕ 15 фильм ÿкернĕ. Унăн малтанхи ĕçĕсенчен пĕри - «Случайный вальс» - Раççейре «Ылтăн леопарда» тивĕçнĕ пĕртен пĕр фильм. Иртнĕ çул ÿкернĕ «Перемирие» кинолента та «Кинотаврăн» гран-прине çĕнсе илнĕ.

Александр Антипенко та Раççей кинематографийĕнче паллă çын. Унăн ĕçĕсем: «Сегодня - каждый день», «Мольба», «Живая вода», «Прошу слова», ыттисем.

Искусствоведени ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ирина Рубанова критик «Киноискусство стран социализма», «Польское кино. Фильмы о войне и оккупации. 1945-1965», «Конрад Вольф», «Владимир Высоцкий» кĕнекесен авторĕ.

Шавкат Абдусаламов Ĕпхÿре çуралнă. Маларах асăннă ĕçтешĕсемпе танлаштарсан вăл чăвашсем пирки лайăх пĕлет-мĕн. Хăй вăхăтĕнче Андрей Тарковский, Элем Климов, Али Хамраев патĕнче художник-постановщикра ĕçленĕ, Али Хамраев лартнă «Триптих», «Телохранитель» фильмсенчи тĕп рольсене вылянă. Ÿнерçĕн картинисем Третьяков галерейинче, АПШри уйрăм коллекционерсем патĕнче упранаççĕ.

Наталья Седых Пысăк театр çумĕнчи хореографи училищине пĕтернĕ. Пысăк театрта 20 çул ташланă, 1990 çултанпа Марк Розовский театрĕнче. 10 ытла ĕçре ÿкерĕннĕ, çапах та куракансем ăна «Морозко» фильмри Настенька сăнарĕнче лайăх ас тăваççĕ пулĕ.

Хăнасемпе паллашнă хыççăн журналистсем вĕсене ыйтусемпе «тапăнма» пуçларĕç.

- Хула халăхĕ кинофестивале уяв пек йышăнать, сирĕншĕн вăл - яваплă ĕç. Кинофильмсене хакланă чухне мĕне тĕпе хуратăр?

Светлана Проскурина:

- Кашнийĕ вăл е ку фестивальте ĕçлесе опыт пухнă. Маншăн чи пĕлтерĕшли - чĕрĕ вăй, халăх мĕнле йышăнни. Вăл ăна шухăшлаттарать-и, канăçсăрлантарать-и? Куравçă - чи лайăх хаклавçă. Хамăр енчен, паллах, ĕçсене кинематографи мелĕсемпе, майĕсемпе те виçĕпĕр.

Ирина Рубанова:

- Фестиваль пĕлтерĕшĕ, ман шухăшăмпа, халăха кинозалсене пуçтарасси. Пысăк хуласенче вĕсем пушă. Иртнĕ фестивальсенче кунта пĕр-пĕр залта 600 куракан ларнă тени - тĕлĕнтермĕш.

- Жюри членĕсем мĕнле куракана килĕштереççĕ-ши?

- Светлана Проскурина:

- Куракана ăсли е ухмаххи çине пайламастăп. Вăл залра хăйне тивĕçлĕ тыттăр, телефонпа калаçса ан лартăр, фильм пăхнă чухне апат ан çитĕр. Эпĕ икĕ çула яхăн «чун кĕртнĕ» ĕçпе калаçу пуçарма, ăна мĕн килĕшни е тарăхтарни пирки уççăнах пĕлтерме пултартăр.

- Тĕп хуларан инçетри пĕчĕк хуласенчи пурнăç сирĕншĕн кичем мар-и?

- Светлана Проскурина:

- Эпĕ хамăн фильмсене шавлă мегаполиссенчен инçетре ÿкеретĕп. Мана унти пурнăç кăсăклă. Вăл таса, чĕрĕ. Тен, Шупашкарта та ман чуна пырса тивекенни тупăнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика