Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки, топливо, пушă выртакан çĕрсем...

27 апреля 2011 г.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама вăрлăх, техника кирлĕ. Анчах та техника ахаль шывпа чупмасть-çке, топливо кирлĕ. Районĕпе çур аки ирттерме 117 тонна дизель топливи кирлĕ, апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне ăна 103,7 тонна кÿрсе килнĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕ 530 тонна чухлĕ топливо илме заявка панă. Паллах, хуçалăх ертÿçисене топливо хакĕ ытларах интереслентерет. Вăл хаклă пулни никамшăн та савăнăç мар.

Çăмăллăхлă хакпа – топливо

Çак кунсенче ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансемшĕн савăнăçлă хыпар палăрчĕ: Чăваш Ен Президенчĕ М. Игнатьев «Роснефть» НК» ертÿçипе тĕл пулнă, калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи ял хуçалăх предприятийĕсене çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçлама çăмăллăхлă хакпа топливо кÿрсе парас условисене тишкернĕ.

ЧР Правительствин, РФ Ял хуçалăх тата энергетика министерствисен пĕрлехи вăйĕпе "Роснефть" НК" УАО çунтармалли-сĕрмелли материалсене çăмăллăхлă хакпа пама килĕшнĕ. Çапла майпа, республика 16600 тонна чухлĕ дизель топливипе тивĕçĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материала тоннăшăн 16 пин те 200 тенкĕпе кÿрсе парĕç.

Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле

Кăçал районĕпе çур акинче çурхи культурăсене 6322 гектар çинче акмалла. Пур хуçалăхсем те çурхи культурăсене акассипе плана чăрмавсăр тултарасси иккĕлентерет. Хăшĕ-пĕрисен акмалăх вăрлăхĕ те çук. Çур акине вăрлăхсăр та тухма пулать теççĕ-ши; Çав хушăрах вара хуçалăхсен пушă выртакан çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртессипе тимлемелле. Акă кăçал районĕпе пушă выртакан çĕрсене 1238 гектар чухлĕ пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ку лаптăкран 619-743 гектарне (50-60 процент) çуркуннех ĕçе кĕртмелле.

Пушă выртакан çĕрсем пирĕн Ачкасси, Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Штанаш ял тăрăхĕсенче пур. Çапла майпа, "Путь Ильича" УАО-н Ачкасси ял тăрăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çĕрсене çуркунне 71 гектар чухлĕ пусă çаврăнăшне кĕртмелле, кĕркунне – 70. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи пушă çĕрсене "Коминтерн" (çуркунне 50 га) тата "Стройресурс" (165 га) хуçалăхсен ĕçе кĕртмелле. Çавăн пекех Питĕркасси ял тăрăхĕнче "Телей" (113 га) тата "Апрель" (100 га) хуçалăхсен плана тултарассипе тимлемелле, Мăн Этмен ял тăрăхĕнче – "Нива" ЯХПК-н (55 га), Штанашра – "Асамат" ТЯО-н (65 га).

Паллах, нумай хушă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртменнипе уй кирлĕ мар çум курăкпа тата ытти ÿсен-тăранпа ÿссе каять. Малтанхи 2-3 çул хушшинче пĕр çул тата нумай çул ÿсекен çум курăксемпе ашкăрса ларать. Ытти çулсенче йывăçпа тĕм ÿсет. Çавăнпа та кун пек çĕрсене маларах пăхса тишкермелле.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе курнă тăкакăн пайне саплаштарма Чăваш Республикин бюджетĕнчен 415,8 пин тенкĕ уйăрса хăварма палăртнă, район администрацийĕн бюджетĕнчен те çавăн чухлех. Пĕр гектар çĕре ĕçе кĕртнĕшĕн 672 тенкĕ таран укçа уйăрма пăхса хунă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика