Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх сыхлавне парăннă 257 çул

27 апреля 2011 г.

Апрелĕн 29-мĕшĕнче республикăра ĕç династийĕсен слечĕ иртет.

Хальхи вăхăтра йĕркелÿ комитетне районсемпе хула округĕсенчи тата пилĕк промышленность предприятийĕнчен ĕç династийĕсем пирки информаци тăратнă. Çак йышра: хăйсен пурнăçне вĕрентÿпе çыхăнтарнă 8 династи, промышленноçпа – 8, ял хуçалăхĕпе – 11, сывлăх сыхлавĕпе – 5, пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă хуçалăхпа, пушар хурал енĕпе – пĕрер. Малтанхи çулсем пекех ĕç династийĕсене К.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх драма театрĕнче чыслĕç.

Палăртмалла, ĕç династийĕсен слетне районти Манейкинсен çемйи хутшăнать. Вĕсен сывлăх сыхлавĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 257 çул ытларахпа танлашать. Çемье пуçĕ – Валерий Михайлович, районти тĕп больницăра тухтăр-отоларингологра вăй хурать. Вăл медицина училищинчен вĕренсе тухсан фельдшерта тăрăшнă. 1971 çултан сывлăх учрежденийĕнче тухтăрта ĕçлеме пикеннĕ. Тепĕр çултанах ăна больницăн тĕп врачĕн пуканне йышăнма шанаççĕ.1981 çулччен ку ĕçре тимленĕ хыççăн Валерий Михайлович хирургра ĕçленĕ, паянхи кун вара отоларингологра вăй хурать. Сывлăх сыхлавĕнчи ĕç стажĕ унăн 46 çулпа танлашать.

Унăн мăшăрĕ те, Энелина Ивановна, район больницинче куç тухтăрĕнче тăрăшать. Ку тивĕçе чыслăн пурнăçланипе район çыннисем хушшинче хисепе çĕнсе илнĕ вăл. Сывлăх хуралĕнче хĕрарăм 38 çул сыхă тăрать.

Ашшĕпе амăшĕн пурнăçне сăнаса пынипе, вĕсем çын сывлăхне сыхласа хăварассипе тăрăшнине кура хĕрĕ те, Ирина, тухтăр пулма ĕмĕт тытнă. Ума лартнă тĕллеве пурнăçласа Ирина Валерьевна Саратоври медицина университетне вĕренме кĕрет. Хыççăнах тăван района таврăнса больницăра ача-пăча тухтăрĕнче тимлеме тытăнать. 19 çул ку ĕçре, ăна та ачасен ашшĕ-амăшĕ ырăпа асăнать, вăл чирлĕ пепкен сывлăхне çирĕплетессипе сĕнÿ-канаш парать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика