Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха халалланă пурнăç

23 апреля 2011 г.

Çитес çул Хĕрлĕ Чутай районĕ 85 çул тултарнине паллă тăватпăр. Тăван та юратнă районăмăрăн сумлă юбилейĕ çывхарса пынă май хаçат страницисенче кунта çуралса ÿснĕ, район историйĕнче тарăн йĕр хăварнă паллă ентешсен ĕç-хĕлне, пурнăçне çутатса пама шут тытрăмăр. Хамăрăн пĕрремĕш утăма Çĕн Атикассинчи Георгий Семенович Самсоновпа паллаштарнипе пуçлатпăр.

Кам-ха вăл Г.Самсонов? Çамрăк ăру çакна, паллах, пĕлмест. Тĕрĕссипе, вăл маншăн та ахаль хушаматлă çын пек туйăнатчĕ. Малтанласа. Унăн историйĕпе, кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашиччен. Георгий Семенович Çĕн Атикасси шкулĕн пĕрремĕш директорĕ пулнă. Кăçалхи майăн 5-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май Çĕн Атикасси шкулĕнче апрелĕн 27-мĕшĕнче вĕренекенсен "Манăн шкул: истори, çынсем, пулăмсем" ятпа наукăпа практика конференцийĕ пулĕ. Унччен вара, апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, çÿлерех асăннă шкулта пĕрремĕш директорпа çыхăннă класс сехечĕсем кашни класрах иртĕç. Конференцие йĕркелес шухăш Георгий Семеновичăн мăнукĕн – Юрий Никонович Григорьевскин пуçĕнче çуралнă. Çапла майпа вĕренекенсенче тăван тăрăх историне тишкерме ăнтăлу туйăмне вăратас тĕллев пулнă унăн.

Çакна та палăртса хăварар, Юрий Никонович кукашшĕн пурнăçĕпе, ĕçĕпе çыхăннă пулăмсенчен кĕнеке кăларма хатĕрленет. Тĕрĕссипе, кĕнеки хатĕр те ĕнтĕ, ăна дизайн енчен хатĕрлесе лайăхлатма панă. Георгий Семенович çуралнă кун тĕлне çак кĕнеке кун çути курма тивĕç. Вăл "Жизнь, отданная народу" ятпа пичетленет.

– Кукаçин пурнăçĕпе çыхăннă фактсене ăçтан тупрăр, архивран тухаймарăр пулĕ? – интереслентĕм Çĕн Атикасси шкулĕн пĕрремĕш директорĕн мăнукĕнчен.

– Георгий Семенович пурăннă чухне хăйĕн ачалăхне, пĕтĕм пурнăçне йăлт çырса пынă. Çакă виçĕ хулăн тетраде вырнаçнă. Вĕсем чылай вăхăт хушши Г.Самсоновăн кĕçĕн хĕрĕн – Александра Георгиевнан – архивĕнче куç шăрçи пек упраннă. Александра Георгиевна вĕсемпе усă курса кĕнеке хатĕрлеме ыйтрĕ.

– Хăçан Г.Самсоновăн пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашма тытăнтăр?

– Ку енĕпе икĕ-виçĕ çул ĕçлерĕм, унччен унпа çыхăннă материалсем пайăн-пайăн "Пирĕн пурнăç" тата "Хыпар" хаçатсенче пичетленчĕç, сăн ÿкерчĕкĕсем кун çути курчĕç.

– Пур материалсене пухса кĕнеке кăларма шут тытрăр ĕнтĕ.

– Çапла, мана мăнуксем – В.Федоровапа Н.Федорова питех те пулăшрĕç. Пĕри вĕрентекенсен династийĕпе сочинени çырчĕ, тепри район хаçачĕ вăрçă вăхăтĕнче пионерсем мĕн ĕçленине çырнине, Георгий Семеновичпа мăшăрĕ çак тертлĕ çулсенче фронта мĕнпе пулăшнине архивсенче ларса тишкерчĕ.

– Кĕнеке кăларас ĕç питех те йывăр. Кирлĕ материалĕсене, сăн ÿкерчĕкĕсене пухмалла, укçи-тенки те кирлĕ...

– Мана К.Симонов çыравçăн сăмахĕсем килĕшеççĕ, вăл: "Человек, который берется за воспоминания, обычно пишет их потому, что он любил и ценил того, о ком пишет, и ему хочется сказать об ушедшем добрые, хорошие слова", – тенĕ. Çак сăмахсене пурнăçа кĕртес тесе кĕнеке çырăнма тытăнчĕ...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика