Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен пурнăçне ÿкерчĕксенче сăнланă

20 апреля 2011 г.

Çуллахи лăпкă та уçă çанталăк, кăн-кăвак тÿпере кайăксем вĕçеççĕ. Лĕпĕшсем илемлĕ чечексене асăрханă та вĕсем патне васкаççĕ. Кунтах янаварĕ те çырма хĕрне шыв ĕçме аннă.

Çакăн пек куçа илĕртекен ÿкерчĕк тухса тăчĕ ман ума Яккушкăнь ялĕн Овражнăй урамĕнчи пĕр кил умĕнче. Хуçалăх умĕнче вырнаçнă пысăках мар склада пур енчен те ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Вĕсене ÿкерекенĕпе те тĕл пулса калаçма май килчĕ.

– Ÿкерессине Турă панă талант пулĕ тесе шутлатăп. Пушă вăхăт тупăнсанах алла сăрăпа киçтĕк тытас килет. Çамрăк чухне çак енĕпе ятарлă пĕлÿ те илес шутлăччĕ. Анчах та ĕмĕтленнĕ пек пулса тухмарĕ. Математика учителĕ пулни çинчен çирĕплетекен диплома алла илтĕм. Направленипе Мăн Ямаш шкулне килме тиврĕ. Вăхăт иртсен мăшăра та кунтах тупрăм, – пĕлтерчĕ калаçура Ирина Германовна.

Вун пилĕк çул ытла вăл ачасене кăсăклă формулăсемпе тĕрлĕ задачăсене шутлама вĕрентет. Тури Вылă хĕрĕпе Мăн Ямаш каччи çемье çавăрнăранпа та çавăн чухлĕ вăхăтах иртнĕ. Владимир Иванович та асăннă шкултах вăй хунă. Педагогика институчĕн музыка факультетне пĕтернĕскер шкул ачисене кĕвĕ тĕнчипе кунсерен çывăхлатать.

– Пур оркестрла инструментпа та калама пĕлетĕп. Çакна эпĕ мĕн пĕчĕкренех хăнăхса пынă. Асатте купăспа питĕ ăста калакан пулнă май пур вăрттăнлăхсене те вăл вĕрентнĕ. Кĕвĕ тĕнчине кăмăллани пĕтĕмпех çывăх çынран куçнă пулĕ, – калаçăва хутшăнчĕ Владимир Иванович та.

Ăста музыкçă Мăн Ямаш шкулĕнче тăрăшнă вăхăтра кĕвĕ оркестрне те ертсе пынă. Халĕ вăл кÿршĕри Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче музыка учителĕнче тимлет. Тăваттăмĕш çул вăй хурать вăл унта. Темиçе çул каялла Иринăпа Владимир Ильдерсем Мăн Ямашри тĕп килĕнчен, Яккушкăньре çурт туянса, унта пурăнма куçнă. Чăн-чăн чăваш хушамачĕллĕ мăшăрсем тăватă пепкене кун-çул парнеленĕ. Ашшĕ-амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем пурте кĕвĕ тĕнчине кăмăллаççĕ. Асли иккĕмĕш класранах Шупашкарти Лебедев ячĕпе хисепленекен училищĕне вĕренме кайма кăмăл тунă. Ун хыççăнхи Мăн Ямаш шкулĕнче пĕлÿ пухать. Виççĕмĕшĕ тăватă çулта кăна-ха, ача садне çÿрет. Килте тата çулталăк та тултарманни ашшĕ-амăшне савăнтарать.

Ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси тĕп вырăнтах. Ялта пушă вăхăт çукпа пĕрех. Кил хуçи арçынĕ хăйĕн чунне çывăх ĕçсем çине вăхăт уйăрма пултаратех. Вăл вĕлле хурчĕсене тытать. Çак туртăм та асламăшĕнчен куçнă иккен. Ку çăмăлах мар ĕçре мăшăрĕ унăн чи кирлĕ пулăшуçă. Çавăн пекех Владимир Иванович йывăçсем сыпассипе тахçанах интересленет. Пĕр сăмахпа, арçын çут çанталăкпа питĕ туслă. Спорт та унăн пурнăçĕн уйрăлми пĕр пайĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать.

Хуçалăхри хушма хуралтăн çамки çинче тепĕр ÿкерчĕк. Кÿлĕ варринче икĕ акăш пĕр-пĕрин çине пăхса лараççĕ. Йĕри тавра илемлĕ чечексем. Кашни ÿкерчĕке хăйне евĕр шухăшпа ÿкернине палăртрĕ Ирина Германовна. Ку вара хăйсен çемйинче тăнăçлăх хуçаланнине, мăшăрсем пĕр-пĕрне сăмахран ăнланнине пĕлтерет ахăртнех.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика