Шигалинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсем ята ямаççĕ

19 апреля 2011 г.

Çемье пуçлăхĕ - Александр Владимирович Шупашкарти автотранспорт предприятийĕнче, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕ - Ирина Владиславовна - пĕр вăхăт хушши Шупашкар хулинчи санэпидемиологи тытăмĕнче вăй хунă. Халĕ туслă çемье Вăрмар поселокĕнче тĕпленнĕ, суту-илÿ енĕпе ĕçлеççĕ.

Йĕркеллĕ çемьере ачисем те тĕрĕс воспитани илсе ÿсеççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса çитĕнеççĕ. Денис ывăлĕ Мăнçырмари вăтам шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, спортпа туслă пулнă. Пĕлтĕрхи çуркунне вăл салтак аттине тăхăннă. (Сăмах май, Денисăн пиччĕшĕ Сергей те Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă). Пирĕн ентеш службăна Самара хули çывăхĕнче вырнаçнă Кряж поселокĕнчи çар чаçне лекет. Çулталăка яхăн çак чаçре службăра тăрать.

Çак кунсенче Ивановсен килне Денис службăра тăракан çар чаçĕн командирĕнчен çыру килнĕ:

«Хисеплĕ Александр Владимирович тата Ирина Владиславовна!

Сире ывăлăра тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн тав сăмахĕ каласшăн.

Служба вăхăтĕнче Денис хăйне пĕлекен специалист, çар тивĕçне, дисциплинăна пăхăнса хушнă ĕçе пурнăçлакан яваплă салтак пулнине кăтартрĕ. Вăл пĕлсе, типтерлĕ тытса тăнăран шанса панă техника çар задачисене пурнăçлама яланах хатĕр. Сирĕн ывăлăр службăри ăсталăха ÿстерес тата çар дисциплинине çирĕплетес енĕпе ытти салтаксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

А.Янковский, çар чаçĕн командирĕ, гварди полковникĕ».

Апла пулсан Александрпа Ирина Ивановсем хăйсен ывăлĕпе чăннипех те мăнаçланма пултараççĕ. Çакна вĕсем чăннипе те тивĕçлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика