Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхе пăхма пĕлмелле

16 апреля 2011 г.

«Искра» колхоз иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕхрен 3 миллион тенкĕ ытларах таса тупăш илнĕ. Çакă районта — иккĕмĕш кăтарту. Пĕрремĕш вырăнта «Урожай» колхоз тăрать. Кунти выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсем хуçалăх кассине 5 миллион тенке яхăн укçапа пуянлатнă.

Пĕлтĕр хырайĕнелсем кашни ĕнерен вăтамран 5536-шар килограмм сĕт суса илнĕ. Кунти 130 ĕнене икĕ доярка пăхать. Паян та Лидия Мукшинапа Инна Лебедева талăксерен кашни ĕнерен 12—13-шер килограмм сĕт суса илеççĕ. Мĕншĕнни паллă: ĕнесене тулăх тăрантараççĕ. Кунсерен 15 килограмм сенаж, 5 килограмм утă, улăмпа пĕрле 3 килограмм фураж çитереççĕ. Унсăр пуçне 6-шар килограмм сăра отхочĕ те параççĕ, ăна Çĕнĕ Шупашкарти сăра заводĕнчен илсе килеççĕ. Кашни кун Хырай Ĕнел ферминчен тонна çурă пысăк пахалăхлă сĕте Шупашкарти сĕт комбиначĕ «Юнимилк» килсе илсе каять.

Колхозăн пурĕ 505 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Тăрăшса пăхаççĕ вĕсене кунти нумай-нумай çул вăй хуракан ферма ĕçченĕсем. Çавăнпах ĕнтĕ самăртма хупнă вăкăрсем талăксерен 680—720-шер грамм таран ÿт хушса пыраççĕ. Чи пĕчĕк пăрусене Раиса Зайцева пăхать. Вăл вĕсене виçĕ уйăх таран ÿстерет те Светлана Квасовăна парать. Кунта пăрусем ултă уйăх пулаççĕ те Алексей Ишмуратов пăхакан ушкăна куçаççĕ.

Пире «Искра» колхозри выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕпе кунти тĕп зоотехник Ирина Павловна Воробьева  паллаштарчĕ. Вăл Хырай Ĕнел фермин заведующийĕ те. Вăтăр çул ырми-канми вăй хурать зоотехник çак хуçалăхра.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика