Чебоксарский международный кинофестиваль 2011ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киноçăлтăрсем Шупашкара килме хавас

14 апреля 2011 г.

– Пирĕн çĕр-шывра кино нумай ÿкереççĕ, анчах кинотеатрсенче сахал кăтартаççĕ, çук, кăтартмаççĕ тесен тĕрĕсрех пулать. Чи нумаййи те Раççейре кăларнă 5 картина çеç экран çине тухать. Хăшĕ-пĕри телевизор программине лекет, çур çĕр хыççăнхи эфира, диск çинче сутасса шанмалли те çук. Çавăнпа та вĕсене фестивальсенче çеç курма пулать, – Шупашкарти кинофестивалĕн программине çак шухăша тĕпе хурса пăлăртнă иккен программа директорĕ Сергей Лаврентьев. Ака уйăхĕн 26-30-мĕшĕсенче иртекен черетлĕ киноуяв пирки пресс-конференцире каласа пачĕ вăл.

Конкурса тăратнă 12 картина паллă ĕнтĕ, вĕсене пурне те пĕтĕçтерекенни – уйрăм халăх пурнăçне сăнлани.

– Вĕсенчен хăшĕ-пĕри мана килĕшет, теприсем питех мар... – фильмсене тишкернĕ май хăй шухăшне пĕлтерчĕ Сергей Александрович.

– Килĕшменнисене мĕншĕн суйларăр вара? – тенине хирĕç çийĕнчех хуравлать вăл:

– Кинофестиваль ĕçне хам киленсе ларассишĕн хутшăнмастăп. Çынсем тĕрлĕрен, кашни хăйне валли интереслине туптăр.

Юлашки çулсенче тĕнче шайĕнчи фестивальсенче шăпах “вак” халăхсем пирки каласа паракан картинăсем çĕнтернине асăрханă паллă киновед.

Тĕслĕхрен, Алексей Федорченкăн “Овсянки” фильмĕ. Вăл С.Проскуринăн “Перемирие”, А.Попогребскин “Как я провел прошлым летом”, В.Сигаревăн “Волчок” фильмĕсемпе пĕрле “Фестивальсен фестивалĕ” программăна лекнĕ.

Чикĕ леш енчи фестивальсенче палăрнă картинăсене Шупашкарти кинотеатрсенче пач та кăтартманни çав тери тĕлĕнтернĕ Сергей Лаврентьева:

– Йĕркеллĕ мар ку, ака вĕçĕнче Лондонра “Как я провел прошлым летом” премьери пулать, Шупашкарта, Раççей хулинче, вара ăна пачах та кăтартман.

Пĕлтĕрхи пекех ачасене валли уйрăм программа пулĕ. Унсăр пуçне космонавтика темипе ÿкернĕ картинăсем кăтартĕç.

– Хăшĕ-пĕрне сиртен никам та курман, – çапларах хак пачĕ ăна фестивалĕн программа директорĕ.

Киноçăлтăрсенчен кам килесси хальлĕхе паллă мар-ха. Анчах Сергей Александрович каланă тăрăх, маларах пулнисем пирĕн хулапа, фестивальпе питĕ кăмăллă. Вĕсем Шупашкара хăйсен ĕçтешĕсен хушшинче “рекламăлама” ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

 

Источник: "Тантăш"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика