Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шĕмшеш ял тăрăхĕнче – камерăсем

09 апреля 2011 г.

Шĕмшеш ял тăрăхĕн администрацийĕ культура тата ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕсем умĕнче, чиркĕве кĕнĕ çĕрте тата 18 хваттерлĕ çурт патĕнче видеокамерăсем вырнаçтарнă. Видеокамера сăнавне тепĕр икĕ лавкка та кĕреççĕ: Элĕк райповĕн «Шумшевашский» тата тепĕр предпринимателĕн «У Михалыча» ятлă суту-илÿ учрежденийĕсем. Шĕмшешсем каланă тăрăх, дисциплинăна пăсакан çынсем ялта сахалланнă. Лавккасем умĕнче ÿсĕр çынсем сайра курăнма пуçланă.

Çитес вăхăтра тепĕр çĕнĕлĕх вăя кĕрет – ялта пурăнакан хăйне кирек хăш вăхăтра та Интернетра курма пултарать. Ÿсĕр çынсем урам тăрăх çÿрени Шĕмшеш ял тăрăхĕн администрацийĕн сайчĕ çинче пулать. Унсăр пуçне камера пулăшнипе саккуна пăсакансене тата вăрă-хурахсене те хăвăртах палăртма пулĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика