Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хунямасăр урамра ватăсем курăнмаççĕ

11 апреля 2011 г.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула ялсенче çамрăксем сахаллансах пыраççĕ. Кашни ялтах пушă пÿртсем куç тĕлне пулаççĕ. Тепĕр тесен халĕ ялсенче пурăнма условисем те çулсеренех лайăхланса пыраççĕ. Газ кĕртмен ял та çук темелле, нумайăшĕн шыв та килех кĕрет. Паллах, такăр çулсем те ялти çыннăн пурнăçне самаях çăмăллатаççĕ.

Элеккенушкăнь ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Ял хĕрринчех илемлĕ сăн кĕртнĕ райпо лавкки вырнаçнă. Сутуçăсем те тарават, ял çыннисене тĕрлĕ таварпа тивĕçтереççĕ, мĕн ыйтнине çийĕнчех пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ялĕ çул хĕрринчех вырнаçнă-ха, анчах та урамра асфальт çул çукки чылай çынна йывăрлăх кăларса тăратать. Çамрăксен урамĕнче вара пачах та урăхла. Кунта такăр çул та, уйрăм çын тытакан лавкка та пур. Ишпарайкка ялĕ çывăхнелле тăсăлакан тăватă килтен тăракан урам ку. Вăл 1994-1995 çулсенче йĕркеленме пуçланă. Чи малтанах таса уйра кил-çурт лартма хатĕрленекен А.Александров пулнă. Çынсем каланă тăрăх, вăл хăйĕн çемйипе тĕп килтен уйрăлса тухса пуринчен малтан кил-çурт çĕкленĕ. Çулсем иртсен çÿллĕ хуралтăсем туса лартма пултарнă. М.Кириллов та çемйипе капмар çурт çĕкленĕ. Кил хуçи арçынĕ хуçалăхра тăрăшать. Ку урамра пурăнакан В.Лаврентьев та канма пĕлмесĕр тенĕ пекех кил-çурт çавăрассишĕн ырми-канми ĕçлерĕ. Ĕçлени сая каймарĕ. Пĕр вăхăт вăл Мускава ĕçлеме çÿрерĕ. Халĕ вара клубра тăрăшать. Мăшăрĕ медицина пунктĕнче вăй хурать.

В.Александров пирки те ыррине çеç каламалла. Вăл ялта ĕç çукран ирĕксĕрех ют хуласемпе облаçсене «шапаша» çÿрет. Мăшăрĕ вара килте пĕчĕк ачапа ларать.

Тăватă çемьерен тăракан урамра пурăнакансем пурте хăтлă кил-çуртра кун кунлаççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Çамрăксем çеç пурăнаççĕ кунта. Ял çыннисем шÿтлесе «хунямасăр урам» тесе калаççĕ тепĕр чух. Нихăш çемьере те пĕр ватă çын та пурăнмасть.

Хунямасăр урамра пурăнма чăннипех те ырлăх. Çут çанталăк илемĕпе те киленме пулать. Пĕр енче – пĕве, тепĕр енче – клуб. Çуллахи вăхăтра пĕве хĕрринче ача-пăча сасси татăлмасть. Клубра та яланах халăх туп-туллиех.

Таса уйра çĕклесе лартнă çуртсем аякранах илемлĕ курăнса лараççĕ. Çыннисем те туслă, пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Анчах та канăçсăрлантаракан ыйту та пур хунямасăр урамра пурăнакансен. Кил-çуртсене шыв кĕртесси пирвайхи тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика