Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти çамрăк художник

01 апреля 2011 г.

Енĕш Нăрваш ялĕнчен нумай паллă çын тухнă. Вĕсен хушшинче наука ĕçченĕсем те, писатель те, композитор та, артистка та пур. Паллă художниксем вара темиçе те: М.С.Спиридонов, Г.С.Спиридонов, А.П.Майраслов, П.М.Меркурьев. Нумаях пулмасть Н.Сверчков художникăн 120 çулхи юбилейне анлăн паллă турăмăр. Пултарулăх çăлкуç пек тапса тăрать тейĕн Енĕш Нăрвашра. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн ялта илемлĕх тĕнчине юратакансен йышĕ пысăк пулнинчен. Пĕр-пĕрне курса, пĕри теприн хыçĕнчен кăна пырать теме çук вĕсене, мĕншĕн тесен çыннăн хăйĕн кăштах та пулин талант тени пулмалла. Çапла, ватă гварди хыççăн çамрăксем те ÿксе юлмаççĕ, çав çула малалла такăрлатаççĕ.
Çак кунсенче Енĕш Нăрваш библиотекинче Наташа Евдокимова çамрăк художник ÿкернĕ картинăсен куравĕ уçăлчĕ. Наташа 2010 çулта Канашри педколледжа хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухса дизайнер специальноçне алла илнĕ. Ача чухнехи художник пулас ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Халĕ Мускав хулинче “СолоДомДекор” фирмăра художник–подрисовщик пулса ĕçлет. Хăйĕн ĕçне питĕ килĕштерет.
Наташа мĕн пĕчĕкренех питĕ ÿкерме юратнă. Утма вĕренсенех вăл кăранташпа тата помадăпа пÿрт стенисене, кăмакине ÿкерсе пĕтернĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех унăн ÿкерчĕкĕсене “Тантăш” хаçатра тата “Тетте” журналта курма пулнă. Ялти библиотекăра та унăн ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Талантлă çамрăкăн живопиçри юратнă жанрĕсем – натюрморт тата мультипликациллĕ персонажсем.
Наташа хăйĕн ÿкерес талантне аталантарма пулăшнăшăн хăйне вĕрентнĕ педколледжри живописьпе ÿкерчĕк предмечĕн педагогĕсене Наталия Александровна Антоновапа Леонид Васильевич Петрова тав тăвать.
Курава тăратнă ĕçĕсем куçа илĕртеççĕ. Уйрăмах унăн “Кувшин”, “На каток”, “Фрукты”, “Исааковский собор” картинисене ял-йыш пысăка хурса хакларĕ. Ашшĕпе пĕртăванĕн портречĕ вара пĕтĕм куракана тыткăнларĕ.
Çамрăк художникăн ĕмĕчĕ – ÿнер аслă шкулне пĕтересси. Эпир ăна хăйĕн ырă шухăш-ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе маттурланса-аталанса пырса шав малалла кайма, пултарулăхра çĕнĕ ÿсĕмсем тума вăй-хăват сунатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика