Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешлĕх членĕсемпе тĕл пулнă

01 апреля 2011 г.

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Тăвай районĕн ертÿçисемпе Шупашкарти ентешлĕх членĕсем тĕл пулăвĕ иртнĕ. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев уçнă, республикăн тĕп хулинче пурăнакан тăвайсене районăн 2010 çулхи экономикипе социаллă пурнăçăн аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе, умри тĕллевсемпе паллаштарнă.
Пĕрлехи мероприяти вăхăтĕнче “Акатуй–2011” районти ĕçпе юрă тата спорт уявне йĕркелесе ирттерес ыйтăва та сÿтсе явнă. Юрий Егорович Тăвай ентешлĕхĕн членĕсене районта культурăпа спорт мероприятийĕсене ирттерес ĕçре пулăшса пынăшăн тав тунă, вĕсем ку хутĕнче те айккинче юлмасса шанни çинчен пĕлтернĕ. Район ертÿçи ĕçпе юрă уявне хатĕрленсе ирттермелли планпа паллаштарнă, район центрĕнче ача-пăча площадкисем çителĕксĕр пулнине, ку енĕпе малашне ĕçлеме кирлине палăртнă. Район ертÿçисем ĕç пахалăхне ÿстерес, культурăпа кану ыйтăвĕсене лайăхлатсах пырас шухăшлă пулнине ырланă ентешлĕх членĕсем. Хăйсем енчен пур енлĕ пулăшу пама шантарнă Тăвай районĕн пĕрлĕхĕнче тăракансем. Ларура ентешлĕх ертÿçи И.Дмитриев тухса калаçнă, хăйсем Шупашкарта тата Тăвайра йĕркелесе ирттерекен мероприятисем çинче чарăнса тăнă. Эдуард Максимов, Виталий Краснов, Дмитрий Алексеев, Кирилл Кириллов, Виктор Дмитриев, Николай Казаков, Морис Яклашкин ĕçпе юрă тата спорт уявне йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе хăйсен сĕнĕвĕсене панă.
“Аксар” студие ертсе пыракан Алексей Иванов (Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ) йĕркеленипе тĕл пулăва хутшăннисене эстрада концерчĕ кăтартнă. Унта Иван Христофоров, Сергей Кувшинов, Виктор Петров, Настя Николаева (Енĕш Нăрваш), Вика Захарова (Тушкил), Алина Воробьева (Йăнтăрчă), “Аксар” ушкăн хутшăннă, илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.
Юлашкинчен Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Петров, халăх театрĕн режиссерĕ Зоя Васильева, музей директорĕ Владимир Петров “Аксар” ушкăн ертÿçине А.Иванова çуралнă кунĕпе саламланă, лайăх концертшăн тав тунă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика