Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăна тухса ирттернĕ

01 апреля 2011 г.

Культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен черетлĕ канашлăвĕ Енĕш Нăрвашра иртнĕ.
Чи малтанах пухăннисем ялти историпе мемориал музейĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, унăн фондĕнчи Кăнна Кушкинче И.Я.Яковлевăн 150 çулхи юбилейĕнче ÿкернĕ видеокурава пăхнă. В.Петров директор музей малашлăхĕ çинче чарăнса тăнă, ыйтусем çине хуравланă.
Ун хыççăн канашлăва хутшăннисем вулавăшра пулнă. З.Мижеева библиотекарь хĕрарăмсен “Тĕпел” клубĕпе, ветерансен тата инвалидсен канашĕсемпе, тĕрлĕ сферăри работниксемпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Культура çуртĕнче пÿлĕмсене кĕрсе тухнă. Вĕсенчен пĕринче ялти ал ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ. Культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем тăвассипе чылай тимленĕ пулин те, пурлăх базине çирĕплетесси кунта та ытти çĕрти пекех пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри шутланать.
“Çавра сĕтелре” культурăн социаллă пурнăçри вырăнĕ, ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен ĕçлĕ калаçу пынă. Унта Йăнтăрчăри культура çурчĕн директорĕ Ю.Васильев, Тăрмăшри “Çăлкуç” фольклор ушкăнĕн ертÿçи Е.Матросова, Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн директорĕ Е.Кузнецова, халăх театрĕн режиссерĕ З.Васильева, Тушкилти культура çурчĕн директорĕ Н.Георгиева, культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ В.Александрова тата ыттисем тухса калаçнă.
Канашлăва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров хутшăннă.
Юлашкинчен администрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ Г.Масленников культура учрежденийĕсен умĕнче тăракан тĕллевĕсене палăртнă май, Аслă Çĕнтерÿ уявне, районти акатуя, Республика кунне тата ытти мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттермелли çинчен чарăнса тăнă. Культура çурчĕсене упраса хăварасси те çивĕч задачăсенчен пĕри.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика