Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космос пирки – класс сехечĕ

30 марта 2011 г.

Космонавтика çулталăкне халалласа Питĕркассинчи вăтам шкулăн 6-мĕш класĕнче "Йывăрлăхсем урлă çăлтăрсем патне" темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Чи малтанах ачасене 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Байконур космодромĕнчен "Восток" космос карапĕ çинче пирĕн çĕр-шыв гражданинĕ Юрий Гагарин старт илни пирки каласа патăм. Шăпах çак çурхи кун историне Космонавтика кунĕ пек кĕрсе юлчĕ. Унтанпа 50 çул иртрĕ, çавăнпах ĕнтĕ çак çула Космонавтика çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Ачасем космонавтика историйĕ çинчен, тĕнче уçлăхĕ пирки тата пĕрремĕш вĕçеве йĕркелес ĕçе хутшăннă паллă çынсем тĕлĕшпе чылай интереслĕ çĕнĕлĕхпе паллашрĕç.

Вĕренекенсене модельлĕ библиотека ĕçченĕ О.Н.Мидушкина йĕркеленĕ виртуаллă çул çÿрев те кăмăла кайрĕ. Вăййа хутшăнма ачасем икĕ ушкăна пайланчĕç, пĕрисем ушкăн валли "Космонавтсем", теприсем вара "Байконур" ят суйласа илчĕç. Вăйă вăхăтĕнче вĕренекенсем космоспа çыхăннă ыйтусене хуравларĕç, тĕнче уçлăхĕ пирки тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç. Кунсăр пуçне ачасем "Адреслă бюро" конкурса хутшăнчĕç. Вĕренекенсем асăннă темăпа çыхăннă фразеологизмсен пĕлтерĕшĕсене те тĕрĕс ăнлантарма пултарчĕç. Юлашкинчен ачасем конструктор пайĕсенчен роботсем (ытти планетăсенчен килнĕскерсене) ăсталарĕç.

Вăйăра "Байконур" ушкăн çĕнтерчĕ. Дмитрий Алексеев, Евгений Вазин, Евгений Перепелкин чи активлисем пулчĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика